Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă тунă.
Вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев 2025 çулхи ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетнĕ. Кăçал аграрисем 1 млн ытла тонна тырă пухса кĕртнĕ. Çакă иртнĕ çулхи вăтам кăтартуран пысăкрах. Кăçалхи 9 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен аш – 8,1%, сĕт – 3,2%, чăх çăмарти 28,8% ытларах туса илнĕ, апат-çимĕç 7,9% нумайрах хатĕрленĕ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов пухăннисене республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аграрисене професси кунĕ ячĕпе янă саламне вуласа панӑ, Олег Алексеевич Мускава командировкăна кайнине пĕлтернĕ. Сергей Артамонов кăçалхи ÿсĕме аграрисем пысăк тÿпе хывнине палăртнӑ.
Савăнăçлă пуху концертпа вĕçленнĕ.

