Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çеçпĕл вăтам шкулĕнче кăвар чĕреллĕ ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 126 çул çитнине халалланă «Пирĕн Çеçпĕл» фестиваль иртнĕ.
Уява 35 шкул ачипе 18 вĕрентекен хутшăннă. «Пирĕн Çеçпĕл» фестиваль шайĕпе ирттернӗ «Кӑмӑллӑ ҫӗршывӑн кӑмӑллӑ чӗлхиҫӗм» сӑвӑсен илемлӗ вулавӗн конкурсне хутшӑнакан кашни шкул ачи Çеçпĕл Мишши сăввисене илемлĕ, туйӑмлӑ тата хавхалануллӑ вуланă.
Уяв ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Ҫеҫпӗл Мишши – яланах пирӗн асра, чӗрере!
Конкурс йӗркелӳçисем ҫӗнтерӳҫӗсене саламлаççӗ, малашне те хастар пулма сунаççӗ!

