Комсомольски салинче кадетсен хор ушкӑнӗсен II фестивалӗ иртнӗ.
Мероприятие Комсомольски салин 1-мӗш шкулӗ «Воспитанин ҫӗнӗ философийӗ» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Унӑн кураторӗ – директор ҫумӗ Петр Родионов.
Фестивальте Раҫҫее, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине, Раҫҫей салтакӗсене, офицерсене, кадетсене халалланӑ юрӑсем янӑранӑ. Мероприяти вӗҫӗнче вара ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ.
Фестивалӗн Гран-прине Канашри патшалӑх службипе управленийӗн лицейӗ тивӗҫнӗ. 1-мӗш вырӑнта – Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул. 2-мӗш вырӑнта – Комсомольскинчи 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсем, Патӑрьелти 1-мӗш шкул. 3-мӗш вырӑнта вара – Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам тата Вӑрнар округӗнчи Калинин шкулӗсем.

