«Пехет» агромаркетра Цифра министерствин эрни иртет.
Унта кашни кун кăсăклă мероприяти йĕркелеççĕ. Сăмахран, ретро вăйă автомачĕсемпе приставкăсен куравĕпе паллашма, вĕсемпе тÿлевсĕрех выляма май пур.
Унсăр пуçне шеф-поварсен ăсталăх класĕсем, фотосесси кĕтеççĕ. «Тăван радио» тата Наци радиовĕн ĕçченĕсем пулăшнипе тÿрĕ эфира тухса тăвансене салам вĕçтерме май туса панă.
Сăмах май, ку эрнере агромаркетра çĕр улмине йÿнĕрехпе туянма пулать.

