Раççей Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Чернышенко Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Унта регионăн вĕрентÿпе наука, çамрăксен политикин, спорт тата туризм аталанăвĕсене сÿтсе явнă.
«Профессионалитет» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре 2023-2025 çулсенче приоритетлă 8 отрасльпе 9 клас- тер йĕркеленĕ. Унта 77 предприятипе 14 техникума явăçтарнă. Икĕ кластера кăçал хута янă. Регионти ăстасем хăйсен пултарулăхне çĕршыв шайĕнче тупăшса кăтартнипе те палăраççĕ.
Чăваш Енĕн малашлăхĕ çинчен калаçнă май, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев регионти çамрăксен политикин трансформацине 2023 çулта пуçарса янине палăртнă. Регионта 2035 çулчченхи аталану Стратегине çирĕплетнĕ, ăна пурнăçа кĕртме «Чăваш Республикин çамрăкĕ-сем» программа пулăшать. Вăл ял çамрăкĕсене, ăсчахсене, усламçăсене, СВО ветеранĕсне тата ачасен çамрăк ашшĕ-амăшне пырса тивет.
Регионта çамрăксен пуçарăвĕ- сене те пур енлĕн тĕревлеççĕ, стипендисем тÿлеççĕ, грантсемпе премисем параççĕ, 2025 çултан шырав отрячĕсене тивĕçтерекен укçа-тенкĕн виçине ÿстернĕ.
Республикăн туризм илĕртÿ-лĕхĕ те ÿссех пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, юлашки тапхăрта пирĕн региона килнĕ туристсен йышĕ 1,7 хут ÿснĕ, шыв транспорчĕпе килсе курас текенсен шучĕ вара тăватă хутчен пысăкланнă. Пирĕн республика çитес вăхăтра «Наци турист маршручĕ» мегапроекта ĕçе кĕртме палăртать.
Хамăр инф.

