Шупашкарта çуралнă Анастасия Букина «Санкт-Петербург тата Ленинград облаçĕн миссисĕ» конкурсра гран-при çĕнсе илнĕ.
Пирĕн ентеш чылай çул Санкт-Петербургра пурăнать. Çапах тымарĕсем Чăваш Енрен пулнине манмасть.
Анастасия конкурсра сцена çине наци тумĕпе тухнă. Виçĕ хĕрне те чăваш кĕпи тăхăнтартнă.
Асăннă конкурс çамрăк хĕрарăмшăн кăçалхипе виççĕмĕш. Нумаях пулмасть вăл «Раççей Çĕр миссисĕ» илем конкурсĕнче пĕр номинацире çĕнтернĕччĕ.

