Среда, 19 августа, 2026
Главная > Публикации > Турнирта çĕнтернĕ

Турнирта çĕнтернĕ


Улатăрти полицейски каратэ-до енĕпе иртнĕ Еврази федерацийĕн турнирĕнче çĕнтернĕ.
Шупашкарти ăмăртăва тĕрлĕ регионти 500 ытла спортсмен хутшăннă. Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕ Сергей Галкин пьедесталăн 1-мĕш картлашки çине хăпарнă. Вăл спортăн çак тĕсĕпе 2008 çултанпа кăсăкланать.
Финал хĕрÿ иртнĕ. Полицейскин кавир çинче ентешĕпе, Андрей Исайкин тренерпа тĕл пулма тивнĕ. Инспектор ăмăртăва каçхи дежурство хыççăн пынине пăхмасăр пĕрремĕш вырăна тухнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *