Чăвашсен Хĕл Мучийĕ Мускаври «Раççей» наци центрне çитнĕ. Вăл «Хĕллехи асамçăсем» фестивалĕн пĕрремĕш хăни пулнă.
Асăннă мероприяти раштав уйăхĕн вĕçĕччен пырĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 19 асамçă регионсенче Çĕнĕ çула мĕнле уявланине каласа кăтартать. Пирĕн Хĕл Мучи ачасем патне Кăмака инкепе тата Арçурипе пĕрле килнĕ.

