Чăваш тĕрри хăйĕн илемĕпе куçа тыткăнлать. Унăн капăр эрешĕ-сем чăваш халăхĕн кун-çулне тата йăли-йĕркине сăнарласа параççĕ.
Çак илеме курма тата ăна шурă пусма çине куçарма пĕлекен ăстасем Канаш тăрăхĕнче те сахал мар. Хăйсен паха ĕçĕсемпе нумаях пулмасть вĕсем куракансене районти культура çурчĕн фойинче паллаштарнă. Курава кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 126 çул çитнине халалланă пулнă.
Уява килнĕ çынсем чăваш тĕррипе капăрлатнă кĕпесене, тутăрсене, салфеткăсене, минтер пичĕсене тата ытти япалана курса киленнĕ.

