Главная > Публикации > Вĕрентÿ системинче 50 çул тăрăшнă

Вĕрентÿ системинче 50 çул тăрăшнă


Петр Николаевич Николаев Çĕнĕ Мами ялĕнче çуралнă. Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче вăл 95 çул тултарчĕ.
Унăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Вăл виçĕ уйăхра чухне ашшĕ вăрман ĕçĕнче сарăмсăр вилнĕ, амăшĕ Плаки икĕ ачипе тăлăха юлнă. Амăшне пурнăç тытса пыма йывăр пулнă. Çавна пула Петя Валя аппăшĕпе пÿртри тата килти ĕçсене тума пĕчĕкренех хăнăхса пынă.
Ялти шкулта 4-мĕш класа Мухтав хучĕпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн каникул вăхăтĕнче пăру кĕтĕвĕ кĕтме шанса панă ăна, виçĕ çул çак ĕçре ĕçленĕ, 7-мĕш класс хыççăн колхоз ĕнисене пăхнă.
1946 çулта авăн уйăхĕнче экзаменсене ăнăçлă тытса Канашри педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Кунта вĕренме ăна питĕ килĕшнĕ. Вăрçă хыççăн шкулсенче учительсем çитменни палăрмаллах сисĕннĕ. Çавăнпа та педучилищĕре аслă классенче вĕрентме квалификациллĕ педагогсем хатĕр- лессипе курссем ĕçленĕ.
Петр Николаевич вырăс чĕлхи тата литература ушкăнĕнче пĕлĕвне аталантарнă. Унтан вăл Ушанарти çичĕ класлă шкулта ĕçлеме пуçланă. 1950 çулта çамрăк учителĕн çара кайма ят тухнă. Тăватă çултан вăл техника службин кĕçĕн лейтенанчĕн званийĕ- пе таврăннă. Вăтакас Кипечри тата Çĕнĕ Мамири çичĕ класлă шкулсенче пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ, çав вăхăтрах аслă пионервожатăйра ĕçленĕ.
Петр Николаев чылай çул вырăс чĕлхипе литература учителĕсен районти секцине ертсе пынă. Пушă вăхăтра Петр Николаевич музыкăна тата халăх инструменчĕпе калама вĕрентнĕ шкул ачисенчен илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Вĕсем шкулта, çывăхри ялсенче, района тухса концертсем ирттернĕ.
50 çул тăрăшнă Петр Николаевич вĕрентÿ системинче! Пуçламăш тата аслă классенчи учитель, Сиккасси вăтам шкулĕн директорĕ, Канаш районĕн çут ĕç пайĕн ?РОНО/ инспекторĕ, 1970 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Çĕнĕ Мамири 8 çул вĕренмелли тата Пайкилтривăтам пĕлÿ паракан шкулсен директорĕсен çумĕ пулса ĕçленĕ. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче палăрнăшăн ăна «Отличник народного просвещения», «Отличник просвещения СССР» паллăсемпе, «За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения В.И. Ленина», «Ветеран труда» медальсемпе, республикăн тата районăн хисеп хучĕсемпе чысланă.
2014 çултанпа Петр Николаевич _ Çĕнĕ Мами ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ.
Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *