«Пехет» агромаркетра ку эрнере тухтӑрсемпе канашлама пулать. Тунтикунтан унта сывлӑх эрни пуҫланнӑ.
Ку вӑл – регион ертӳҫи Олег Николаев пуҫарнӑ «Шаг к здоровью» проектӑн тӑсӑмӗ.
Агромаркета килекенсем юн парса холестерин, сахӑр шайне, кардиограмма урлӑ чӗре ӗҫне тӗрӗслеттерме, медицина ӗҫченӗсенчен канаш ыйт- ма, прививка тутарма пултараҫҫӗ.

