Малалли. Пуçламăшĕ 41-44 №№
Халь эпир тахçан пулнă хутор вырăнĕнчен анлă улăха сăнатпăр. Улăхри çăра та сĕтеклĕ курăксене утă уйăхĕнчех çулнă. Вĕсене типĕт-се пуçтарса йышлă капансем хывнă. Утă пуçтарса типĕтнĕ шăрăх кунсенче ĕçчен халăх мĕн чухлĕ тар юхтарман пуль. Утă капанĕсем юр çуса шăнтса лаша çулĕ пуласса кĕтеççĕ. Кунти шурлăх вырăнсене çу вăхăтĕнче пырса кĕме хĕн.
Çутă тÿпере шаланкăсем ?канюк/ çаврăнса явăнаççĕ. Вĕсем курăк хушшинче пурăнакан шăшисене шыраççĕ. Хăйсен çивĕч куçĕсемпе çÿлтен пăхса вĕсене курасшăн. Пĕр вĕçĕмсĕр çын чĕрине пырса тивекен «шыв, шыв, шыв» тесе илтĕнекен хурлăхлă сасă кăлараççĕ. Шăшисем çак сасран шик-
ленсе унталла-кунталла чупкалама пуçласанах вĕсене ярса тытма çăмăлтарах.
Мĕн тĕрлĕ кайăк çук пуль улăхра. Акă тĕпеклĕ тетерлĕксем хăйăлти сас кăларса вĕçеççĕ. Шыв чăххисемпе сарă тĕслĕ пăрчăкансем те кускаласа çĕр çинче чупса апат шыраççĕ. Çÿлти тÿпере вĕçекен хăлатсен мĕлкисем те час-часах çĕр çийĕпе шуса иртнине курма пулать.
Тĕлĕнмелле вăл пурнăç. Пурин те хырăм выçать. Кашниех пурăнасшăн.
Хулан тĕп лапамне кайса курас шухăшпа Чесноковка шывĕ хĕрне çитрĕмĕр. Унăн пĕр çыранĕ Аяллă, тепри _ çÿллĕ. Вăл хулана икĕ пая уйăрать. Пĕр пайĕнче эпир пурăнатпăр. Çурхи шыв кĕрлесе юхнă вăхăтсенче çак юхан шывăн тытса чарма çук шывĕ аялла çырантан тухса улăха сарăлать. Çавăнпа та кунти пÿрт- çуртсене çÿллĕрех вырăна лартнă.
Чесноковка шывĕн çулĕ çулла ансăр, ăшăх. Мĕншĕн тесен шывăн çÿл енче пысăк водохранилище пур. Унпа пахча-çимĕçсене шăварма усă кураççĕ. Пĕренесене çурмалла çурса каçма тунă. Ун урлă каçса чăнкă та çÿллĕ çырана хăпармалла. Кунтах çĕре чавса ăсталанă картлашкасем пур. Çÿллĕ çырана тĕрлĕрен йывăç тĕмĕсем хупăрласа илнĕ. Çÿле хăпарса çитсен хăмасенчен çапса тунă картан хĕсĕк алăкĕсенчен шала кĕтĕмĕр.
Тăкăрлăкри улах вырăнта «пăрçа пасарĕ» вырнаçнă. Халăхпа тулса ларнă шавлă пасарта ăпăр-тапăр япаласем сутаççĕ. Юнашарах хулан тĕп лапамĕ. Сталин ячĕпе хисепленсе тăракан урамри администрацин йывăç çурчĕсем карталанса лараççĕ: милици уйрăмĕ, прокуратурăпа суд, автошкулпа комсомол комитечĕ. Инçех мар «Алтайская» чугун çул станцийĕ. Ун таврашĕнче тĕрлĕрен лавккасем. Хулари аслă урамăн пĕр вĕçĕнче икĕ хутлă кинотеатр. Тепĕр вĕçĕнче нумай хутлă кирпĕч çурт. Ун айĕнче пĕкĕ пек çавăрса тунă арка. Çак çулпа кăнтăр еннелле кайма пулать. Кунта заводра ĕçлекен рабочисем пурăнаççĕ. Заводпа пысăк стадион çывăхрах.
Хулан кăнтăр пайĕнче чугун çулпа дамба. Çулĕ юнашар. Кунтах çынсем пурăнакан пĕр хутлă çуртсем, икĕ хутлă вăтам шкул, хулан тĕп больници ?вăл сапаланса ларакан йышлă çуртсенчен тăрать/. Ку вырăнтан Обь шывĕпе Барнаул хули лайăх курăнаççĕ.
Çуран утса хамăр поселока çитнĕ вăхăтра хĕвел каç еннелле сулăннă. Кÿршĕ йытти пирĕн вакун умĕнче сивĕнме ĕлкереймен хăйăр купи çинче унтала кунталла йăваланать. Хăй çинчи «харампырсенчен» тасалса ыр курать.
Комсомолецсен ударлă
ĕç бригади
Ирхи кăмăллă кун çĕнĕрен йĕркеленĕ арçынсен бригади ĕçе тухрĕ.
Паян «Алтайская сортировочная» чугун çулăн малтанхи рельсĕсене хыв- ма пуçлатпăр.
Ĕç вырăнĕнче пире Кузьма Бортников кĕтсе илчĕ. Вăл вăтам пÿллĕ, кĕреш пек тĕреклĕ, хĕрĕх çулсенчи вăйпитти çын. Хура та çăра куç харши айĕнчен пăхакан хăмăр куçĕсем куларах пăхаççĕ. Вăл çамрăклах чугун çул çинче ĕçлесе пиçĕхнĕ, пысăк опыт пухма ĕлкĕрнĕ. Ахальтен мар ăна çамрăксен бригадине ертсе пыма шанса панă. Пирĕн бригадăра хуларан ĕçлеме килнĕ пĕр арçын пур. Вăл утмăл çулсенче, халиччен те чугун çул çинче нумай ĕçленĕ. Эпир ăна дядя Леша тесе чĕнме пуçларăмăр.
Чи малтанах пире бригадир ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарчĕ.
«Кашни салтак хăйĕн пăшалне лайăх пĕлет. Сирĕн пăшал _ алри ĕç хатĕрĕ», _ терĕ вăл.
Пĕтĕм ĕçе бригадир вĕрентсе пынипе пурнăçлама тытăнтăмăр. Çывăхри купаран хура, шăршлă çĕнĕ шпалсене хĕскĕчсемпе ?клещи/ хĕстерсе пулас çул çине картипе сарса тухрăмăр. Икĕ шпал хушшинчи виçене тĕрĕс пĕлмелле. Вĕсем çине Р-100 текен икĕ хурçă рельс хуратпăр. Вĕсен тăршшĕ _ 12,5 метр, 1 метр 100 килограмм туртать.
Пĕтĕм ĕçе ушкăнпа пурнăçланипе йывăрлăхсене туймастпăр. Рельспа шпал хушшине пилĕк шăтăклă тимĕр ?подкладка/ хурса тухмалла. Рельссене тăватă кĕтеслĕ кукăр кутлă пăтапа ?костыль/ çапса пĕр-пĕринпе çирĕп- летмелле. Пăтана çапса кĕртмелли ятарласа тунă мăлатук пур. Çак ĕçе пуçăниччен упа ури евĕрлĕ лумпа ?лапа/ шпала çĕр çинчен хăпартса рельс çумне хĕстерсе тытса тăмалла.
Костыльсемпе мĕнле ĕçлемеллине бригадир хăй туса кăтартрĕ. Вăл мăлатука çÿле çĕклесе костыль шлепкинчен пĕтĕм вăйĕпе виçĕ хут кĕрслеттерсе çапсан тимĕр пăта вырăнне кĕрсе те ларчĕ. Виçĕ-тăватă шпала пăталасан, çак ĕçе тума пире шанса пачĕ. Черетпе костыльсене хамăр çапма пуçласан çеç çак ĕç çăмăл маррине пурте ăнлантăмăр. Костыльсене виççĕ çапсах кĕртекенсем пирĕн ушкăнра тупăнмарĕç. Бригадир эпир мĕнле ĕçленине сăнаса пăхса тăрать. «Нимех те мар, майĕпен хăнăхса пыратпăр», _ тет вăл пире хавхалантарса.
Çак яваплă ĕçе тума малтанлăха В. Мурзукова, Иван Буркова, Михаил Иванова, Иван Матюшкинпа А. Царева шанса пачĕ. Рельспа рельс хушшине бригадир ятарласа тунă приборпа виçет. Пирĕн çĕршывра çав виçе 1524 мм.
Пĕр сыпăк ?звено/ пуçтарса пухсан çак ĕçĕн вăрттăнлăхне аванах ăнлантăмăр. Пĕр звено пуçтарма 4 тонна ытларах тимĕр-тăмăра вырăнтан вырăна ал вĕççĕн куçарма тивет.
Пухса пĕтернĕ икĕ звенона пĕрлештерме ултă шăтăклă тăва- тă сăлăп ?накладка/ кирлĕ. Вĕсене рельссем çумне винтлă пăтасемпе хыттăн туртса пĕрлештермелле.
Халиччен туса курман ĕç пулин те кунĕпе ĕçлесе темиçе звено та тума ĕлкертĕмĕр.
Ĕç вĕçленсен, ĕçлесе ĕшеннĕскерсем, тунă ĕçпе киленсе, хавхаланса, поселок еннелле утатпăр.
Кун хыççăн кун иртет. Майĕпен ĕçе хăнăхса пыратпăр. Уйрăмах пире кăнтăрла шăрăхра ĕçлеме кансĕр. Шăпăртатса тар юхать. Кĕпесене хыв-са пăрахатпăр. Ÿт-пÿ хĕвелпе пиçсе хăмăрланса сăранланчĕ. Пĕр-пĕ-ринпе килĕштерсе ăнланса ĕçлетпĕр. Ĕç кал-кал пырать.
Пирĕн пурнăçпа комсомол комитечĕ интересленсех тăрать. Май пур таран пулăшма тăрăшать.
Кашни пысăк ĕç уйрăм пайсенчен тăрать. Вăл ăнăçлă пытăр тесен унăн вăрттăнлăхĕсене пĕлни кирлĕ. Хăв тăвакан ĕç вĕçленчĕ улсан, тепĕр ĕçе хăвăрт куçма хатĕр пулмалла. Çапла ĕç тухăçлăхĕ ÿсет. Кузьма Бортников бригадир пирĕншĕн тĕслĕх вырăннех шутланать. Эпир ĕç нормине кашни кунах ытлашшипех тултарса пыратпăр. Эпир хывакан чугун çул кунсеренех ÿссех, вăрăмлансах пырать. Çулăн пĕр юппине туса вĕçлесен теприн çине куçрăмăр. Пирĕн ĕçе хаклама СМП-140 организацин пуçлăхĕ Владимир Леонидович Сосинович çитрĕ. Вăл сакăр пăтран кая мар, кĕреш пек çирĕп, улăп евĕр 53 çулхи патвар арçын. Пуçлăхпа пĕрле 2-мĕш колоннăна ертсе пыракан Голушко. Вăл кунти ĕçсемшĕн яваплă çын. Унпа пĕрле нормировщица _ Рая. Кунтах Сергей Бунчук мастер, Володя инженерпа комсомол ертÿçисем _ А. Калядинпа В. Черногоров.
Вĕсем калле-малле утса чугун çула чылайччен хакларĕç, сăнарĕç. Эпир мĕнле ĕçленине те пĕр вăхăт пăхса тăчĕç.
Владимир Леонидовича, пирĕн бригадира, алă тытсах лайăх ĕçшĕн тав турĕç.
Чесноковка хулинчи комсомол комитечĕн секретарĕ В. Черногоров пире ырласа комсомол çурални 40 çул тултарнă тĕле пирĕн бригада «Комсомолецсен ударлă бригади» ятне илме тивĕçлĕ пуласси çинчен каларĕ.
Вăхăт шăвать. Шăвать çеç мар, вĕçет. Ир пуçласа каç пуличченех ĕçре тăрăшатпăр. Бригадăна кăткăс- рах ĕçсене те пама пуçларĕç. Час-часах ĕçлекен чугун çул çинчи юрăхсăра тухнă шпалсемпе рельссене çĕннипе ылмаштарма лекет. Поездсем çÿремен вăхăтпа усă курса кĕске вăхăтра çак ĕçе тума тивет. Çакăн пек вăхăта чугун çул çинче «ОКНО» теççĕ.
Нумай пулмасть Барнаул хулинче пултăмăр. Чугун çул вокзалĕ умĕнчи юрăхсăра тухнă шпалсемпе рельссене çĕннипе ылмаштартăмăр.
Кунтах пирĕн СМП-140 организацин пĕрремĕш колоннине кĕрекен строительсен бригади çĕнĕ вокзал çуртне хăпартма тытăннă.
Пирĕн поселокран виçĕ çухрăмра вырнаçнă Боровиха станцине те çитсе курма тÿр килчĕ. Унта мотовоз çине ларса çитрĕмĕр.
Кунта пирĕн вăрçă хыççăн хывнă рельссене çĕннипе ?Р-100/ ылмаштармалла. Çĕнтерÿ хыççăн Германирен илсе килнĕ трофей рельссем кивелсе юрăхсăра тухнă. Эпир кунта нумай çĕнни пĕлтĕмĕр. Пирĕн çĕршывра костыльсемпе усă куратпăр пулсан, нимĕçсем винтлă пăтасесемпе çирĕп- летсе тухнă. Вĕсене пăрса кăларма ятарлă ĕç хатĕрĕ кирлĕ. Нимĕçсем ĕçе тĕплĕ тума тăрăшни куç уĕмнче. Темиçе кун ĕçлесен рельссене çĕннисемпе ылмаштарса пĕтертĕмĕр. Ĕçе йĕркеллĕ вĕçлерĕмĕр.
Çак ĕç хыççăн пирĕн ĕç разрячĕ- сене ÿстерчĕç. Ĕç опычĕ лайăхланса, пуянланса пыни те савăнтарать, малалла тата пысăкрах ÿсĕмсем тума хавхалантарать.
Малалли пулать
Велижановка ялĕпе
унăн тавралăхĕ
Велижановка ялĕн кун-çулĕ староверсемпе çыхăннă. Пĕрисем Чесноковка шывĕ хĕрринче хутор тума вырăн тупнă пулсан, теприсем Белоярка шывĕн чăнкă çыранне кăмăлланă, унтах йăва çавăрнă. Хуторсем пĕр-пĕ-ринчен инçе мар, çухрăма яхăн кăна.
Велижановка ялĕпе тата унăн тавралăхĕпе паллашас шухăш кунта килнĕренпех канăç памасть. Хамăр ĕмĕте пурнăçлас тесе çутăлсанах çула тухрăмăр. Ял пирĕн поселокран инçех мар. Унта çитме улăхпа чугун çул урлă кăна каçмалла. Эпир унта çитсе чарăннă вăхăтра ял паçăрах ыйхăран вăраннă. Ир пулнипе савăнса автансем пĕр-пĕринпе ăмăртса авăтаççĕ. Лÿппер ĕнесен кĕтĕвĕ ялтан тухса улăхри тĕтре ăшне кĕрсе куçран çухалчĕ.
Йывăçран пураса тунă ялăн пÿр- чĕсем пĕр рете вырнаçса тухнă. Вĕсен умĕнчи урам ансăр. Вĕрлĕкрен тунă ял хапхинчен кÿлнĕ лашасемпе кăна кĕрсе çÿреме пулать. Кунтах шавлă шывăн çÿллĕ çыранĕ. Ăна тĕрлĕрен йывăçсемпе тĕмсен чăтлăхĕ хупăрласа илнĕ. Чăнкă çырантан шыв патне анса-ухса çÿреме вырăнĕ-вырăнĕпе çĕр касса картлашкасем ăсталанă.
Юхан шывăн тепĕр çыранĕ лутра. Çуркуннесенче шыв çырантан тухса анлă улăха сарăлать.
Çурт-йĕрсем хыçĕнче пахча-çимĕç туса илмелли çĕр лаптăкĕсем. Вĕсемпе юнашарах лаша çулĕпе чугун çул вырнаçнă. Çывăхри çатан карта юпи çумне шурă тĕслĕ качакана кăкарса хунă. Мăйĕнчи пĕчĕк йĕс шăнкăрав сайра хутра янравлă илемлĕ сас кăларать. Амăшĕн ачашлăхне туйса икĕ пĕчĕк путекĕ сиккелесе савăнса выляççĕ.
Ялта çын таврашĕ курăнмасть. Хап- ха умĕнче йытă çури çĕтĕк пушмака сĕтĕрсе унталла-кунталла вирхĕнсе чупать. Каярах юлса чĕп кăларнă чăх амăшĕ тислĕк купине сапаласа хăйĕн чĕпписене тăрантарать.
Ял чăмăртанса çĕкленнĕ вахăтсем тахçанах иртсе кайнă пулсан та икĕ çĕр пÿрт сыхланса юлни пире тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Паянхи кун та унта çынсем пурăнаççĕ. Паллах, вĕсене темиçе хут та юсаса çĕнетнĕ. Çĕнĕ материалсемпе нумай усă курнă. Çĕр пÿртсен чÿречисемпе алăкĕ- сем кăнтăралла пăхаççĕ. Пÿрт тăррине çумăр каясран çерем касса витнĕ. Çереме тĕрлĕрен çумкурăксем кĕççелентернĕ. Кăмакаран тухакан сĕрĕм халь тимĕр мăрьерен çÿлелле çĕкленет.
Çак ялта çуралса ÿснĕ, унтах пурăнакан Федор Кузьмич пире маларах çапла каласа панăччĕ: «Çĕр пÿртре ăшă, кирпĕчрен тунă кăмака пур. Стенисене, маччисене шуратнă, урайне хăма сарман, тăмпа таптаса хытарнă, таса пурăнаççĕ. Шел пулин те пирĕн яла электричество çути çитеймен-ха, краççын ламписемпе усă курса пурăнатпăр».
Ялтан иртсе Белоярка шывĕ хĕрне анатпăр. Çак вырăнта юхан шыв тÿрĕ кĕтес туса пăрăнсан шывăн хăвăртлăхĕ татах та вăйланать. Вăл шавласа, кĕрлесе кăпăкланса малалла ыткăнать. Ку вырăнтан пуçласа çак чарма çук шыв улăхăн пĕр пайне сарăлса ан кайтăр тесе çырмана çĕр купаласа çÿллĕ вал тунă. Çак çĕр купин тепĕр вĕçĕ аякри çÿллĕ тÿпе патне çитсе куçран çухалать. Улăхăн çак пайĕнче ял халăхĕ утă çулса типĕтет, ĕнепе ут кĕтĕвĕсем çăвĕпех кунта тăранса пурăнаççĕ.
Çыран тепĕр енчи улăхĕ çын пырса кĕрейми шурлăх-путлăхсемпе тулса ларнă. Кунтах йышлă кÿлĕсем, хăмăш чăтлăхĕсем, çирĕклĕхпе хăва теммисем хуçаланаççĕ. Вĕсен хушшинче тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕксемпе шывра пурăнакан чĕрчунсем хÿтлĕх тупаççĕ.
Çуркуннесенче Белоярка хăйĕн лутра çыранĕнчен тухса таçта çитичченех сарăлса кайса улăхра типме пĕлмен анлă шурлăха тата ытларах шыв тултарса хăварать. Çак шурлăхлă вырăна халăх «Блудово болото» тесе ят панă.
Эпир ансăр сукмакпа çÿллĕ тÿ-пе патне çитсе чарăнтăмăр. Кунтах авалхи шыв çулĕ. Унти ăшăх шыва çырана купаласа хăпартнă та вал айĕнчен сăрхăнса тухакан шыва типме памасть, çавна пулах улăхăн çак вырăнĕ яланах шурлăхлă. Кунтах хура тата шурă çирĕксем йышлăн ÿсеççĕ.
Шурлăхăн ланкашки урлă çуран каçса çÿреме карлăклă кĕпер ăсталаса вырнаçтарнă. Лаша лавĕпе каçса çÿремеллине пĕренесенчен тунă ?Гать/. Çÿллĕ тÿпене талккăшпех тĕрлĕрен йывăçсен хутăш вăрманĕ хупласа илнĕ. Çÿлелле хăпарса пыракан лаша çулĕпе утса виçĕ капăр çурт патне çитрĕмĕр. Кунта «Ял хуçалăхĕн сăнав станцийĕ» вырнаçнă. Çакăнти ăсчахсем хăяр сортне лайăхлатас енĕпе ĕçлеççĕ. Вăрмана кăкласа, çунтарса тунă çĕр лаптăкĕнче хăярсен çĕнĕ сорчĕсем çитĕнеççĕ. Уçланкă хĕррипе пыл хурчĕсен вĕллисем. Пыл хурчĕсем хăярсен çеçкисене шăркалантарма кирлĕ.
Кунта электричество çук. Çавăнпа та шăвармалли шыва пысăк пичкесемпе лашапа турттарса килеççĕ.
Тахçан шыва юхан шывран таран системипе çÿлелле хăпартни паллă. Юрăхсăра тухнă тимĕр пайĕсем çул çумĕнчи чăтлăхра халĕ те сапаланса выртаççĕ.
Вырсарникун пулнипе ĕçлекенсем çук. Ют çынсем килнине сиссе картишĕнчи йытă талпăнса вĕрчĕ пулин те хапхаран тухакан курăнмарĕ.
Вырăсла хапха умĕнчи лапсăркка хурама çинчи тимĕр ункăран пĕр ватăрах кĕсрене кăкарса хунă. Сулхăнра тăракан тур лаша хÿрипе шăна-пăвана хăвалать.
Çулăн тепĕр енче ларакан ватă хурăн çине тем пысăкăш мăкăль ?свиль/ тухса ларнă. Ăна курсанах тăван ял, ачалăх вăхăчĕсем аса килчĕç. Ялти ăстаçăсем çав мăкăльсенчен пуллепе чавса кĕвенте килĕ туса шапа кÿлли хĕрне вырнаçтарнăччĕ. Ял хĕрарăмĕсем икĕ кĕвентепе çак килĕре кĕпе-йĕм киветчĕç. Шывĕ те юнашарах, япала çума питĕ ансат та меллĕ.
Кунти вăрманта хĕрлĕрех тĕслĕ хыр йывăççисен хушшинче çăмламас чăрăшсем, кăтра хурăнсем, ачаш çăкасем, илемлĕ пилешсемпе йытă çĕмĕрчĕсем таранах ешереççĕ.
Опытлă станцин çурчĕсене йĕри-тавра карта тытса çаврăннă. Хăмаран çапса тунă хÿме çумĕпе утса Белоярка чăнкă та çÿллĕ çыранĕ хĕрне çитрĕмĕр.
Аялта çырана пырса çапакан шыв сасси илтĕнет. Йĕри-тавра йывăçсен чăтлăхĕ. Сукмак таврашĕсем те курăнмаççĕ. Çыран çывăхĕнче ÿсекен йышлă шурă çирĕксене акмасăрах шăтса тухнă вăрман хăмлисем явăнса ярса илнĕ. Хÿме çинче çуран тухса çÿ- ремелли ансăр алăк пур. Кĕске сукмак шыв хĕрне илсе çитерет.
Çыранта, чул хысакĕ пуçланнă вырăнта, тутăхман шыв пăрăхĕ вырнаçтарнă. Çĕр айĕнчен юхса тухакан куççуль пек тăрă, сивĕ шыв шăнкăртатса аялалла сикет. Юхан шывпа тĕл пуличчен вăл виçĕ хут чулсем çине çапăнса асамлă шыв сиккисем тăвать.
Тĕлĕнмелле илем!
Таса шыв ĕçсе ăш хыпнине кантарас тесе çырана касса тунă картлашкасемпе аялалла антăмăр. Шывĕ чăнах та тутлă, Шелттем шывне аса илтерет.
«Çын кăна çутçанталăкăн илемне курса ăна тата та асамлăрах тума пултарать», _ тет тусăм Витали.
Йăвă ларакан йывăçсен тураттисене алăпа сиркелесе юхан шывăн пăрăнчăкне çитрĕмĕр. Белоярка шывĕ çав-çавах чăнкă çыран хĕррипе чупать. Кунта та вăрман чăтлăхĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе илемлĕ сас тăвакан шарлаксем.
Акă анлă шывăн тепĕр пăрăнчăкĕ. Малалла чăнкă çыран сĕвек тăвайккине куçрĕ. Кунта вăрман чăтлăхĕ çук пулсан та çÿллĕ мар тĕмсем йышлăн ÿсеççĕ. Уçă вырăнта кутамас чăрăшсем хăйсене ирĕк туяççĕ. Çавна пулах нумайрах турат хушса татах та илемлĕрех курăнса лараççĕ. Шыв ку вырăнта палăрмаллах сарăлса юхнипе ун хăвăртлăхĕ чылай чакнă. Вăл ку вырăнтан иртсе васкамасăр тÿлеккĕн юхса хăйĕн çулĕпе Обь шывĕ еннелле çул тытать. Шывăн çÿллĕ мар çыранĕ енче куçпа виçме çук анлă улăх сарăлса выртать.
Çак вырăнтан аякри Обь шывĕ çинче ишсе çÿрекен кимĕсемпе пăрахутсем те курăнаççĕ.
Çÿллĕ вырăнта ларакан Барнаул хули çывăхрах ларнăн туйăнать. Хулари Меланжевый комибинатăн хура та çÿллĕ мăрйисем чарăнмасăр шурă тĕслĕ сĕрĕм кăлараççĕ.
Тавралăх хăйĕн тĕлĕнмелле илемĕпе пире тыткăна илет.
Çанталăк ăшă тăнипе шыв та ăшă паян. Шыва кĕрсе çăвăнма шутларăмăр. Юхан шыв сарлака пулсан та çыранăн тепĕр енне ишсе çитме хă-ват çитертĕмĕр. Шыв ырлăхĕпе киленнĕ хыççăн çывăхри кутамас чăрăш айĕнчи сунарçăсен мăкланма ĕлкĕр- нĕ çаврака шăтăка кĕрсе лартăмăр.
Кунта вĕсем çурхи кунсенче ăсансен туйне пăхса савăннă ĕнтĕ.
Çывăхрах сÿнсе кĕлленнĕ тахçанхи вут вырăнĕ. Çĕр çине çапса хунă юплĕ патаксем те кунтах. Пулă яшки пĕçерсе çинĕ пулмалла тахăшĕсем.
Эпир тавралăхпа киленсе ларнă вăхăтра пирĕн пата пĕр палламан ватă çын çитсе тăчĕ.
«Эпĕ сире паçăрах куртăм-ха, чугун çул çинче ĕçлекенсем пулĕ», _ тесе шутларăм тет вăл. Эпир ăна кунти тавралăх питĕ илемлине, пире килĕшнине каларăмăр. «Çĕр çинче рай пулсан, вăл çакăнта», _ терĕ пирĕн Коля Адютанов, çутçанталăка чунтан сăнаканскер, юратаканскер.
Çак сăмах пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ пулмалла, мучи те кăмăллăн, ăшшăн кулса ячĕ.
«Эпĕ кунта хуралçă пулса ĕçлетĕп. Хам Велижановка ялĕнчен. Мана дядя Митя тесе чĕнме пултаратăр», _ терĕ вăл, хăйĕнпе пире паллаштарса.
«Эпир сирĕн ялти Федор Кузьмича паллатпăр. Вăл пирĕн поселокра хуралçă пулса ĕçлет», _ терĕм эпĕ.
«Кузьмичпа эпир тантăшсем çеç мар, пĕр кÿршĕре пурăнатпăр», _ тесе тĕлĕнтерчĕ дядя Митя.
«Эпĕ ĕнер каç пулас умĕн шыва нерете ларнăччĕ. Ирех килеймерĕм», _ терĕ вăл, çыран хĕрринчи шывран курăнса тăракан патаксене аллипе кăтартса.
Дядя Митьăна пулăшса эпир те сеткăран çыхса тунă пулă тытмалли хатĕре çыран хĕррине сĕтĕртĕмĕр. Нерете чавса тăршшĕ хĕрлĕ çунатлă уланкăсемпе тата икĕ чавсаран пĕчĕк мар çăрттансемпе тулнă. Вĕсем ирĕке тухса тарасшăн шапăлтатса çÿлелле сикеççĕ. Эпир тĕлĕннипе çăварсене карса пăрахнă та сăмах чĕнме те манса кайнă. Дядя Митя пирĕнтен тата ытларах тĕлĕнет.
Пире вăл неретери пулăсене пĕтĕмпех илсе кайма сĕнет. Ырă кăмăлĕшĕн тав туса икĕ пуллине илме килĕшрĕмĕр. Çатăлтатакан йăлмака пулăсене ал вĕççĕн йăтса поселок еннелле утрăмăр. Пулăпа ĕçлеме пирĕн нимĕнле хатĕрсем те çук. Виталий сĕннипе çула май пулăсене хĕрсене парса хăвартăмăр.
Çулçÿреве ăнăçлă вĕçлесен паян курса çÿренĕ вырăнсене дядя Федя мĕншĕн «тÿпе-утрав» тенине лайăх ăнлантăмăр.
Тахçан ĕлĕк-авал утрава йĕри-тавра хупăрласа Обь шывĕ кăпăкланса юхнă. Çулсем иртнĕ май пысăк юхан шыв хăйĕн çулне улăштарса 12 çухрăма куçса паянхи çулпа юхма пуçланă. Шывăн малтанхи вырăнĕ виле Обь шывĕ ?старица/ пулса юлнă.
Малалли пулать

