Чӑваш академи драма театрӗнче шкул театрӗсен «АСАМ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртма йӗркелӳ комитечӗ пуҫтарӑннӑ.
Кун пек фестиваль пирӗн республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Тӳресем асӑрханӑ тӑрӑх, театр ӳнерӗпе кӑсӑкланакансен йышӗ кӑҫал самай ӳснӗ. Фестивале хутшӑнакансем репертуара та тӗплӗнрех суйласа илнӗ, спектакльте вылякансене те.
Кӑҫалхи фестивале 309 вӗрену учрежденийӗ 310 ӗҫпе хутшӑннӑ. Сцена ҫине 4031 ача тухнӑ.

