Вторник, 20 января, 2026
Главная > Публикации > Декада иртет

Декада иртет


Кăçал раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти йĕркеленнĕренпе 24 çул çитнĕ.
Çавна май парти хастарĕсем çынсене йышăнмалли, вĕсен ыйтăвĕсене татса памалли декада ирттереççĕ. Ун пек тĕлпулусем республикăри муниципалитетсенче раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнченех пуçланнă пулнă.
Раштавăн 2-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри общество приемнăйĕнче Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров ыйтусемпе килекенсене йышăннă. Ытларахăшĕ – Шупашкартан, çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкартан, Елчĕк тата Канаш тăрăхĕсенчен килнисем те пулнă. Тĕрлĕ темăпа хускатнă ыйтусенчен çурри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пырса тивет.
«Пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармастпăр», – тенĕ сенатор.
Хамёр инф?

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *