Канашри пӗр савутра слесарь аманнӑ. Ун ҫине бункер стени йӑтӑнса аннӑ. Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.
Инкек чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 13 сехет те 40 минутра пулнӑ. Бункера пуҫтарнӑ чухне конструкцин стена пайӗ слесарь ҫине ӳкнӗ. Арҫын аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ.

