Вторник, 20 января, 2026
Главная > Публикации > Техника нумайланса пырать

Техника нумайланса пырать


Патшалăхăн хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен юсавлăхне сăнаса тăракан инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев республикăра ял хуçалăх техникине управа лартас ĕçе еплерех йĕркеленипе паллаштарнă.
Вăл палăртнă тăрăх, инспекци яваплăхĕнчи техника нумайланса пырать – пĕтĕмпе 28,4 пине яхăн единица. Кăçал кăна ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем çĕнĕ 587 единица техника туяннă. Çав шутра – 235 трактор, тырă пухса кĕртмелли 39 тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли 8 комбайн. Юлашки çулсенче АПКри техникăпа çыхăннă энерги хăвачĕ палăрмаллах пысăкланнă. Халĕ Чăваш Енре кашни 100 гектар пуçне 168 лаша вăйĕ тивет – Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах.
Техникăна управа лартмалли смотр-конкурс-ра кăçал ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче Елчĕк округĕнчи «Победа» хуçалăх мала тухнă, фермерсен хушшинче – Патăрьел округĕнчи В. Кузнецовăн хресчен хуçалăхĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *