Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Канаш округĕнчи Мăкăр клубĕнче «Анне, сана юратса» концерт иртрĕ. Ăна Чăваш тĕррин, Анне кунĕсене тата ялти «Туслăх» фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнине халалланă.
_ Фольклор ушкăнĕ 2015 çулта «çуралчĕ». Ун чухне Мăкăр клубĕ самай юхăннăччĕ, ăшă та çукчĕ, хупмалла тесе те калаçатчĕç. Аннесен кунĕ тĕлне эпир ялти хĕрарăмсемпе пĕрле пухăнса чей ĕçес терĕмĕр. Калаçса ларнă май сивĕ клубра чун ăшăнчĕ, фольклор ушкăнĕ йĕркелес шухăш çуралчĕ. «Туслăх» ят патăмăр ăна. Пирĕн ял çыннисем туслă пулнине палăрттăр терĕмĕр. Раççейĕпе палăрнă Мăкăр кĕперĕ çумĕнче ĕрчетнĕ сад та «Туслăх» ятлă. Малтанхи ертÿçĕ Римма Павловна Михайлова пулчĕ, кĕçех ку яваплă ĕçе вăл мана шанса пачĕ, _ каласа пачĕ Мăкăр клубĕн заведующийĕ, «Туслăх» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Вероника Иванова.
Фойере чăваш тĕррин куравне йĕркеленĕ. Канаш округĕнчи М.В. Серов ячĕллĕ Чакаç, Канашри 3-мĕш, Çĕнĕ Шупашкарти 11-мĕш шкулсенче вĕренекенсем, Вероника Иванова, «Туслăх» фольклор ушкăнне çÿре- кенсем сцена çинче чăваш тумне кăтартрĕç. Вероника Ивановна _ ылтăн алăллă ăста. Таисия тата Мария Иванова мăнукĕсен капăр чăваш тумĕ- сене уяв валли хăех хатĕрленĕ. Уявра фольклор ушкăнĕ туслăх, тăванлăх, тăван ял çинчен юрларĕ, Мăкăр ял ачисем аннене тата юратнă çĕршыва халалланă юрăсем шăрантарчĕç, шкул ачисен пурнăçне çутататкан кулăшла сценкăсем кăтартрĕç. Антонина Чернова, Вероника Иванова, Чĕмпĕр облаçĕнчен çемйипе куçса килнĕ Дмитрий Кузьмин куракансене илемлĕ юрăсем парнелерĕç.
Шупашкартан уява Мăкăр ялĕнче çуралса ÿснĕ Любовь Павлова СССР спорт мастерĕн кандидачĕ тата Ольга Федорова ?Васильева/ Раççей Писателĕсен, Раççей Журналисчĕ- сен союзĕсен пайташĕ килсе çитрĕç. Концерт курма пухăннисене уявсем ячĕпе саламларĕç, мĕнпур ыррине, малалла та хастар та пултаруллă пулма сунчĕç.
Ятарлă çар операцине Мăкăр ялĕн ывăлĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Тăван кĕтесре вĕсене манмаççĕ _ пулăшаççĕ, ыйтнине тивĕçтереççĕ, каялла ырă-сывă çаврăнса килме сунаççĕ. Мăкăр ялĕнче пурăнакан Андрей Николаев Раççей салтакĕсем патне чылай гуманитари пулăшăвĕ илсе çитерет. Ятарлă çар операцинче тăшманпа паттăррăн çапăçакан Мăкăр ялĕн ывăлĕсем уяв тĕлне юрат-
нă амăшĕсемпе мăшăрĕсем валли парне хатĕрленĕ иккен _ вĕсем çывăх çыннисене тата вăрçăра пуçне хунă салтаксен амăшĕсем валли медальсем хатĕрлесе парса янă, Анне ку- нĕнче пама ыйтнă. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама сцена çине шăпах Александр Владимировича чĕнсе кăларчĕç. Кăкăр çине медаль çакнă май вăл салтак амăшĕсемпе мăшăрĕ- сене çирĕп сывлăх, ăнăçу тата чăтăмлăх сунчĕ. «Эпир Раççей салтакĕсем Çĕнтерÿпе тата сывă таврăнасса шанатпăр», _ терĕ те парне, чĕрĕ чечек çыххи пачĕ. Мăкăр ялĕнчи арçын ачасен хорĕ Раççей çинчен илемлĕ юрă парнелерĕ.
Дарья МОРОЗОВА

