Аксинья Кудряшова Куславккара пурăнать, Унăн ашшĕпе амăшĕ – полици ĕçченĕсем. 12-ри хĕрача çемье портретне ӳкерсе Раççей ШĔМĕ çумĕнчи Общество канашĕ йĕркеленĕ ача-пăча ӳкерчĕкĕсен конкурсне хутшăннă.
Вăл хатĕрленĕ «Манăн аттепе анне полицире ĕçлеççĕ» ӳкерчĕк малтан республикăра çĕнтернĕ, унтан вара федераци шайĕнче мала тухнă. Хĕрачан амăшĕ, Светлана Николаевна, шалти службăн капитанĕ, ашшĕ вара, Владимир Николаевич, полицин отставкăри майорĕ.
Çемьере виçĕ ача ӳсет: Екатерина, Аксинья тата Андрюша.

