Чăваш Енри культура ĕçченĕсем çулталăка яланхиллех «Фестивальсен фестивалĕпе» пĕтĕмлетнĕ.
Республикăри халăх пултарулăхĕн конкурсĕсенче палăрнă ушкăнсем кăçал Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура çурчĕн сцени çине тухнă. Фестивальре артистсем ĕçтешĕ- сене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă тата наградăсене илме тивĕçнĕ.
Канашсем кăçал «Фестивальсен фестивалĕнчен» «Гран-При» дипломĕпе таврăннă. Çак пысăк тата курăмлă çитĕнĕве Канаш тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем ытти çулсенче те пĕрре мар тивĕçнĕ пулнă.

