Вторник, 20 января, 2026
Главная > Публикации > Çӗршыв тулашӗнче те хакланӑ

Çӗршыв тулашӗнче те хакланӑ


2027 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗ Никита Бичурин ҫуралнӑранпа 250 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртӗ, ун валли ӗҫлӗ ушкӑн туса хурӗҫ.
Никита Яковлевич 1777 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Шупашкар районӗ) Типнер ялӗнче ҫуралнӑ. 1853 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Санкт-Петербург хулинче вилнӗ.
Бичурин ӗҫӗсене Раҫҫейре кӑна мар, Европӑра та хакланӑ. 1828 ҫулта ӑна Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академийӗн член-корреспондентне илнӗ. 1831 ҫулта Парижри Ази обществин шутне кӗртнӗ. 1834, 1839, 1843, 1849 ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх шайӗнчи чи пысӑк паллине, Демидов премине, тивӗҫнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *