Малалли. Пуçламăшĕ 41-46 №№
Малтанхи юр курăнни 6 эрне иртсенех лаша çулĕ уçăлать.
Вилĕ Обь шывĕн улăхĕнчи путлăхлă вырăнсем тахçанах шăнса хытнă.
Улăх енчен Велижановка еннелле каякан çул çинче лавсем курăнса кайрĕç. Вĕсем çулла хывнă утă капанĕсене яла турттараççĕ. Лашисем пĕр-пĕрин хыççăн сивĕпе хартлатса илеççĕ, сăмса шăтăкĕсенчен шурă пăс кăлараççĕ. Çунасен тимĕр тупанĕсем юр çинче шуса кăчăртатакан сассисем аякранах илтĕнеççĕ. Лавçăсенчен пĕрисем тиенĕ утă лавĕ çинче, теприсем лавпа юнашар утса ăшăнаççĕ. Лашасем те утса вăхăта ахаль ирттермеççĕ, малти лав çывăхнерех туртăнса, пуçĕсене утă ăшне чиксе шăтăк тунă та киленсе апатланаççĕ. Часах лавсем ял укăлчинчен кĕрсе çухалчĕç. Улăхра çуна йĕррисем çеç выртса юлчĕç.
Çуна çулĕсене яланах тĕрлĕрен чĕрчунсем кăмăллаççĕ. Уй карсакĕ- сем лавран тăкăнса юлнă утă çÿпписене пуçтарса çÿреççĕ. Сарă тилĕ чупсах шăшисем шырать. Шĕпшĕлпе хир чăххисем те кунтах, вĕсем лашасем юр çине юхтарса кăларакан шĕвекĕнчен пулнă шăнса хытнă сарă тĕслĕ тăварлăха пуçтараççĕ.
Тулта çав-çавах сивĕ кунсем хуçаланаççĕ. Эпир кашни кунах ĕçре. Ĕçленĕ чухне сивĕ те сисĕнсех каймасть. Юнашар ĕçлекен строительсен бригади «Горка» çурта кулленех çÿлелле çĕклет.
Стрелочниксемпе башмакчиксен çĕнĕ пÿртне купаласа пĕтерсе тăррине витнĕ. Шалта тумалли ĕçсем кăна юлнă.
Ĕç хыççăн е канмалли кунсенче вăхăта ытлрах кĕнекесем вуласа ирттеретпĕр. Хĕллехи вăрăм каçсенче чÿ- речене тул енчен çапса çăвакан юр йĕплесе сас тунă самантсенче уйрăмах кĕнеке лайăх вуланать.
Тепĕр чух ДКна кайса çĕнĕ киносем куратпăр. Нумай пулмасть хулана вăйлă циркач Николай Красавин килсе хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.
Виталипе иксĕмĕр тепĕр чух сехечĕ-сехечĕпе тапранмасăр кĕнеке вуласа ларатпăр.
Николай паян ир-ирех юлташĕсем патне тухса кайнă. Нумай та вăхăт иртмерĕ вăл васкаса килсе кĕчĕ те ентешĕмсем патĕнче инкек сиксе тухнине пĕлтерчĕ.
«Ачасем пуçа тивнипе аптранă, пурте тăраймасăр выртаççĕ», _ тесе çăвар уçсанах, юлташсем патне вĕçрĕмĕр. Эпир çитиччен Николай алăксене уçса пăрахнă, люшкисене те уçма манман. Вырăн çинчи ачасене урайне сĕтĕрсе антарнă. Поселок- ра фельдшер пункчĕ çук, хула аякра, телефон çук. Виталий васкаса хĕрсем патне пулăшу ыйтма чупрĕ. Хĕрсем, нашатырь спирчĕпе аптранисене шăршлаттарса, пулăшу пачĕç. Инкек иртсе кайсан, пурте ирĕккĕн сывласа ячĕç. Пурнăçра тем те пулма пултарать иккен. Ку пирĕншĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ самант пулса чуна кĕрсе юлчĕ. Пурте Николай Адютанова тав турăмăр.
Паян пирĕн бригадăна вăрман касакансене пулăшма илсе кайрĕç. Ĕçлекен вырăна çитме шăнса хытнă Обь шывĕн пăрĕпе çыранĕн тепĕр енне каçмалла. Унта ГАЗ-51 машина çине ларса çитрĕмĕр. Кăрлач уйăхĕ пулсан та юр тарăн мар. Пур-çук юра та çил вĕрсе шăлса хытнă пăр тăрăх хăваласа тăрать. Юхан шывăн тепĕр çыранĕ çÿллĕ. Çырантан çÿлелле хăпарсан хыр вăрманĕ ÿсет. Барнаул хули те инçе мар. Пăр çинче ларакан хуралçăн куçса çÿрекен çуна çине вырнаçнă йывăç пÿртне ăшăнма кĕтĕмĕр. Пÿртре ăшă. Тимĕр пичкерен ăсталаса тунă кăмакара хĕмленсе вут çунать.
Кăшт ăшăннă хыççăн каллех ĕçе пикенмелле. Сукмаксăр-мĕнсĕр тапăлтатса ĕç вырăнне çитрĕмĕр. Вăрман касакансем кунта эпир киличченех нумай ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Çурта пек тÿрĕ хыр кĕрешĕсене касса йăвантарнă, туратсене иртсе тасатнă.
Пирĕн урлă-пирлĕ выртакан кĕрешсене рычаксемпе усă курса çÿ-ллĕ çырантан аялти пăр çине кустарса ямалла. Çак ĕçе ал вăйĕпе кăна тума пулать. Ку вырăнти вăрман чăтлăхне çитме çулсем кăна мар, сукмаксем те çук, машинăсем кĕреймеççĕ.
Бригадир Кузьма ертсе пынипе ĕçе тытăнтăмăр. Пĕренесене туртса-кустарса чăнкă çыран хĕрне илсе пыратпăр. Унтан асăрханса пĕр харăс аялалла чăмтаратпăр. Ĕç çăмăл мар. Çÿлтен аялалла пĕтĕрĕнсе анакан пĕренесене пăхса тăма кăсăклă. Çанталăк сивĕ. Вăрман хÿттинче çапах лĕпĕрех.
Кăштахран апата Барнаул хулинчен лаша çунипе илсе килсе çитерчĕç. Эпир кунта виçĕ кун пурăнтăмăр.
Кустарса антарнă пĕренесене кранпа тиесе турттарса каяççĕ, кирлĕ çĕре ăсатаççĕ.
Хĕл çитсе юр ларсанах вырăнти комсомол комитечĕ йĕлтĕрпе чупакансен ушкăнне йĕркелерĕ. Вĕсен пирĕн комсомол организацин чысне хÿтĕлемелле, çÿлерех çĕклемелле. Çак ушкăна лекме эпĕ те тивĕçрĕм. Пирĕн капитан _ Николай Иванов. Вăл йĕркелесе пынипе нумай ăмăртусене хутшăнтăмăр. Хамăр хулара çеç мар, Барнаулта та ăмăртура пултăмăр. Ялан тенĕ пекех пĕрремĕш вырăнсене йышăнаттăмăр. Уйрăмах çамрăк хĕрсем вăйлă чупатчĕç. Калягина Машăпа Галина Еремеева ?чăваш хĕрĕ/ питĕ хастар хĕрсемччĕ.
Майĕпенех хаяр сиввĕн ури хуçăлса çур еннелле сулăнтăмăр. Çăварни эрни те çитрĕ. Çулсерен Алтайри хуласенче те «проводы русской зимы» текен уява паллă тăватчĕç. Эпир те çак уява курма Барнаул хулине кайрăмăр. Вăл хулан тĕп лапамĕнчен инçех мар «Сорочинский базар» вырăнĕнче иртетчĕ. Уява халăх йышлăн пухăннă. Тавралăх илемлĕ кĕвĕ сассипе, халăх шавĕпе тулнă. Хăнасене тин кăна пĕçернĕ вĕри икерчĕсемпе, тутлă чейпе хăналаççĕ.
Пире уйрăмах хулан тĕп проспектĕн- че виç лаша кÿлнĕ лавсен ушкăнĕ тĕлĕнтерчĕ. Хура кутлă капăр çунасем çине çамрăксем ларса тулнă, илемлĕ юрăсем шăрантараççĕ. Пĕкĕсем çине çакнă шăнкăравсен сасси тĕлĕнмелле илемлĕн янраса кăмăла çĕклет.
Аслă пасар варринче ларакан çÿ-ллĕ пăрлантарнă юпа вĕçне хромовăй атăпа шампански кĕленчи çакса хунă. Парнесене ухса илессишĕн çамрăксем тапăлтатсах тавлашаççĕ. Чи паттăррисен шутĕнче пĕр çамрăк салтак пулчĕ. Ăна мĕнпур халăх алă çупса кăшкăрса саламларĕ.
Уяв пурне те килĕшрĕ. Эпир те хуларан тулли кăмăлпа таврăнтăмăр.
Хĕл иртсе пыни те кунран кун сисĕн- ме пуçларĕ.
«По утрам синими стали лоскутки неба _ значит скоро весна», _ тет пирĕн бригадир Кузьма.
Вăрмантан килекен кăсăясем те час-часах курăнкалама пуçларĕç. Вакунсен тăрринчен те кăнтăрласенче тумла тумлать. Апла пулсан сивĕ, хаяр хĕл куççульпе йĕрсе пирĕнпе сывпуллашать.
Çуркуннепе çу кунĕсем
Çĕрле кăнтăр енчен вĕрекен шавлă ăшă çил поселок çийĕн кĕрлесе иртрĕ. Ир пулсан çурçĕрелле шăвакан çăра пĕлĕтсем çÿлти тÿпене хуп- ласа хучĕç. Тавралăх талккăшпех тĕксĕмленчĕ, сисмесĕрех çутă тĕслĕ çамрăк уйăх та курăнми пулчĕ.
Çутăлса çитсен çил лăпланчĕ. Пĕлĕтсем те майĕпен куçма пуçларĕç. Ăшă çумăр пĕрĕхкелеме пуçларĕ. Сарлака улăх енчен аякри кăнтăр ăшши çуркуннен ырă шăршине илсе килсе ăш-чике хумхатрĕ. Çил лăплансан пĕлĕтсем те васкамасăр шума пуçларĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, кĕтмен шалкăм çумăр çуса ячĕ. Тавралăх тĕксĕмленчĕ.
Белоярка шывĕн çыранĕсем шыв- па тулчĕç, унăн чарма çук юхăмĕ улăх еннелле юхса сарăлчĕ. Çыран хĕрринчи хăвалăха шыв илчĕ, вĕсен тăррисем кăна курăнкалаççĕ. Анлă улăхри хĕл вăхăтĕнче илсе кайма ĕлкереймен утă капанĕсене шыв илнĕ. Вĕсен тăрринче ларакан хĕл каçа ырханланнă ула кураксем кранклатса сас тăваççĕ. Тепĕр виçĕ кунтан кăнтăрлапа хĕвел пăхса ячĕ. Вăл тавралăхăн мĕскĕн сăнне çĕнетсе улăштарчĕ.
Шыв сарăлса ейÿ кайнă вăхăт пырать. Шурă юр та ирĕлсе куçран çухалчĕ. Хĕвел хĕртнипе сăрт çамкисем пăсланаççĕ. Пур çĕрте те çуркунне хуçаланать.
Çÿллĕ йăмрасен тураттисем çине хура кураксем йăва çавăрса пусма ларнă. Кайăк кăвакалсен ушкăнĕсем те час-часах шыв çийĕн вĕçнине курма пулать
Блудово шурлăхĕсем пăртан тасалнипе тĕрлĕрен чĕрчунсем йышлăн курăнма пуçларĕç.
Хăрса типнĕ йывăç тăрринче ларакан чăпар куккук чарăнма пĕлмесĕр вăхăт шутлать. Вăрман чăтлăхĕнчи вĕлтрен тăрри ?зяблик/ уçă сассипе савăнтарать. Поселок çывăхĕнчи уйра пĕр вырăнта тăрса вĕçме пĕлекен тăрисем кĕмĕл шăнкăрав евĕр сас тăваççĕ. Хура, вăрăм хÿреллĕ чакаксем пĕр-пĕрне хăваласа çурхи туйне тăваççĕ. Аслă улăхăн пĕр пĕчĕк утравне шыв илсе ĕлкереймен. Унта кĕрсе юлнă пĕр чалăш куçлă мулкач ниçта кайма пĕлмесĕр унталла-кунталла чупкалать.
Тăван çĕр хĕл ыйхинчен вăранчĕ. Пур çĕрте те пурнăç вĕресе тăрать. Çурхи аслати сасси кĕрлесе çитсен ăшă çумăр чашлаттарчĕ. Çу кунĕсем пуçланчĕç.
Велижановка ялĕн урамĕнче ача-пăчасем хаваслăн выляççĕ. Ваттисем те килĕсенчен тухса саксем çине вырнаçнă та хĕвел ăшшипе киленсе йăпанаççĕ.
Хĕл каçипе пирĕн бригада чылай ĕç тума пултарчĕ. Ăшă çанталăкра ĕçлеме, паллах, хĕллехи пек мар. Кăмăллă, лайăх, ырă.
Эпир сарса тухнă çулсене майĕпенех ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Строительсен бригади те «горкăна» хăпартса пĕтернĕ. Часах вăл ĕçлеме пуçламалла.
Бригадир пире çапла вĕрентет: «Чăн-чăн лайăх дежурнăй пулса оператор ĕçĕсене туса пыма нумай пĕлни кăна мар, кашни вакуна çÿлтен пăхса, курса, чунпа сисме пĕлмелле».
Çак кунсенче стрительсен бригади арçын ачасем пурăнмалли икĕ хутлă общежитие туса пĕтерчĕ. Эпир вакунсенчен хулари çĕнĕ çурта пурăнма куçрăмăр. Вăл Паровозная урамĕнче вырнаçнă. Пирĕнпе пĕрле пурăнма тепĕр çамрăк хутшăнчĕ. Вăл Роберт Поляков. Чăваш ачи. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Черепаново ?Туктамăш/ ялĕнчен. Штукатур пулса ĕçлет, Çÿ-ллĕ каччă, кăвак куçлă, илемлĕ ача.
Çĕнĕ çĕрте пурнăç условийĕсем лайăх. Тепĕр чухне пирĕн бригадăна строительсене пулăшма явăçтараççĕ. Çĕнĕ гастрономпа ача сачĕ тунă çĕрте те ĕçлесе куртăмăр.
Паян кунĕпех Велижановка ялĕ çывăхĕнчи çул çинче ĕçлерĕмĕр. Ял халăхĕ çурхи çĕр ĕçĕсене пуçăннă. Федор Кузьмичпа дядя Мишăна та аяк- ранах пахчара ĕçленине куртăмăр.
Канмалли кунпа усă курса тепĕр кунне ир ирех хамăрăн аслă юлташсене пулăшма васкарăмăр. Кун каçа ĕçлесе çĕр лаптăкне чавса кăпкалат- рăмăр.
?Малалли пулать/
«Вăхăт тупса «тÿпе утравне» пулă шÿрпи пĕçерсе çиме килĕр», _ терĕ пире дядя Митя, ĕçшĕн тав туса.
«Çÿллĕ тÿпе» тахçанах пире хăй патне туртать. Хĕл вăхăчĕсенче унта кайса çÿреме май килмерĕ. Паян вара вăхăт тупса утрав еннелле çул тытрăмăр. Кунти асамлă вырăнсемпе хамăрăн çĕнĕ юлташа та паллаштарас килет.
Ирхи сывалăм ÿкнĕ сукмак йĕпе. Кĕтÿçсен çунакан вучĕн кăвак тĕслĕ сĕрĕмĕ улăх тăрăх юхса аякка тăсăлать. Ял ĕнисем пуçĕсене çĕклемесĕр курăк çиеççĕ. Çÿлти тÿпере пĕлтĕрхи пекех шаланкăсем явăнса вĕçеççĕ. Ялтан тухнă килти хурсен ушкăнĕ хăйсен айванрах сарă симĕс чĕпписене анлă улăха илсе çитернĕ.
Хĕвел ăшшипе тинтерех типме ĕлкĕрнĕ симĕс курăк хушшинче тĕрлĕрен шăрчăксем чарлатса сас тăваççĕ. Канма пĕлмен ĕçчен пыл хурчĕсемпе çăмламас тĕкĕлтурасем пикенсех хитре чечексен пылак шерпетне пухаççĕ. Чипер лĕпĕшсем те кунтах сывлăшра вĕçсе савăнаççĕ. Çанталăкĕ те паян лăпкă та тÿлек, ăшă. Вăрмана кĕтĕмĕр. Ватă хурăн тăрринче ларакан улăх хăлачĕ хăй тытнă пăчăрăн тĕкне вĕçтерет. Çывăхри ăвăс хăвăлĕнче ула такка чĕпписем тухма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем кăшкăрса вĕçĕмсĕр апат ыйтаççĕ.
Çутçанталăкăн ытарлăхĕпе киленсе çÿллĕ хыр кедрĕ патне çитсе чарăнтăмăр. Кунти таврара çавăн йышши йывăçсем ÿсмеççĕ. Ăна такамăн ĕçчен ăста алли лартса кун кăтартнă пулмалла.
Лăпсăркка йывăçа пур енчен те йышлă вĕçекен хурт-кăпшанкăсем хупăрласа илнĕ.
«Пыл хурчĕсен çемйи уйрăлса тухнă пулмалла, йывăç çине сырасшăн», _ терĕ Коля Адютанов савăнса.
«Мĕншĕн пĕр сас кăлармасăр вĕçеççĕ вара вĕсем; Уйăракан çемье ?çăвăр хурт/ кĕрлесе сас тăвать», _ терĕ Роберт иккĕленсе. Çак ыйтăва Витали çийĕнчех татса пачĕ.
«Пыл хурчĕсем мар вĕсем, этем кăткисем. Пĕр çулхине пирĕн кÿршĕсен урамри чăрăшне те çакăн йышши кăткăсем хупăрласа илнĕччĕ. Пыл хурчĕсем пекех вĕсем те уйăрăлса çĕнĕ йыш тăваççĕ», _ терĕ вăл.
Тĕлĕнмелле вăл çутçанталăк. Эпир пĕлменни, курманни, ăнланманни унта çав тери нумай. Çулталăкра пĕр хут çеç пулса иртекен тĕлĕнтермĕшсене курма тÿр килни кашни çыншăн пысăк телей.
Малалла утса пĕр пĕчĕкрех уçланкăна утса тухрăмăр. Каллех сайра тĕл пулакан çĕлен туйĕ патне çитсе чарăнтăмăр.
Ача чухне çĕлен туйĕсем çинчен ваттисем каласа панине сахал мар илтнĕ. Пирĕн хушăра çавăн пек туя курнисем пулмарĕç.
Пире хăратса çÿçентерекен хура тĕслĕ сăхакан çĕленсем уçланкăна пухăннă. Пĕрисем çĕр çинче тата йывăç тункати çинче явкаланса выртаççĕ. Теприсем вара çăка йывăççи çине хăпарса явкаланса савăнаççĕ.
Кăткăс çутçанталăк пире хăйĕн асамлăхĕпе, ăсталăхĕпе, пуянлăхĕпе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет.
Белоярка шывĕ хĕрне çитсен шыва кĕрсе савăнтăмăр.
Çĕртме уйăхĕн кунĕсем вăрăм пулсан та каç çывхарса çитнине те сисмен. Çутçанталăкăн асамлă илемĕпе киленсе пурте ун ытамне кĕрсе ÿкнĕ. Ÿпресем хупăрласа илсе çыртма пуçласан çеç киле кайма вăхăт çитнине туйса илтĕмĕр. Кашни вăрăм туна нăйлатакан сасă кăларса пирĕн юна ĕçесшĕн. Вĕсенчен хăтăлас тесе хамăра хурăн тураттисемпе çапкаласа илни те пулăшсах каймасть. Ÿпресен пĕлĕчĕ витĕр тухсан кăна лашана мĕншĕн вăрăм хÿре кирлине тата лайăхрах ăнлантăмăр.
Малаллах шăвакан
чарма çук вăхăт
Çак кунсенче çамрăксене хулари çар комиссариатне чĕнме пуçларĕç. Мана та ДОСААФ урлă çар валли водитель ĕçне вĕрентесшĕн. Эпĕ килĕшрĕм. Вĕренме ĕç хыççăн хулари автошкула çÿремелле. Пурĕ 12 çамрăк. Чылайăшĕ укçа тÿлесе вĕренет. Шкул ертÿçи Борисов Глеб Борисович. Вăлах автомобиль тытăмне вĕрентет. Владимир Дмитриевич Дмитриев эксплуатаци енĕпе ăс парать. Машинăпа чупма вĕрентекенни _ дядя Ваня. Вăл иртнĕ вăрçăра шофер пулса ЗИС-5 «За;;;арĕпе» вăрçă вĕçленичченех ĕçленĕ. Аманса контузи илнĕ. Вĕренекенсем пурте тенĕ пекех хуларан. Пĕр Иван Бабков кăна хуларан хĕрĕх çухрăмри Косиха ялĕнчен. Пирĕн ушкăнра икĕ хĕрача _ Лена Кудрявцевăпа Мария Архипова. Вĕсем иккĕшĕ те стройкăра ĕçлекенскерсем.
Автошкултан вĕренсе тухнă вăхăтра çеç Иванпа хĕрсем чăваш пулнине пĕлтĕм.
Çурла уйăхĕн юлашки кунĕсенче автошкултан вĕренсе тухрăмăр. Юлташсем мана ăшшăн саламларĕç.
Виталий юлташ çак сăлтавпа «тÿпе-утрава» кайса пулă шÿрпи пĕçерме сĕнчĕ. Федор Кузьмичпа дядя Митя тахçанах хăнана чĕнеççĕ. Ку сĕнÿ пурне те килĕшрĕ.
Шăматкун, ĕç вĕçленсен, кутамас чăрăш патне çитрĕмĕр. Пирĕн аслă юлташсем пирĕнтен маларах çитсе вутă çунакан çĕре хурансем çакма та ĕлкĕрнĕ. Эпир çывăхри çирĕклĕхрен хăрса типнĕ туратсене çĕклемпех йăтса килтĕмĕр. Çĕр каçма сахал мар вутă кирлĕ.
Пулă шÿрпи пĕçерме мĕн кирлине килĕсенченех илсе килнĕ.
Çирĕк вутти сĕрĕм кăлармасăрах лайăх çунать. Хыпаланса, сиксе çунакан çулăм ташши хăй çине куç илмесĕр пăхтарать. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: «Çĕр çинче виçĕ япала çине пăхса тăранма çук», _ тесе. Вĕсенчен пĕри _ вут çунни. Хуранти шыв сас кăларса вĕреме кĕрсен дядя Федя ывăса уçса тутлă пĕтмĕк курăкĕпе пĕр тĕпчĕм яшка тăварĕ ячĕ. Савăтне вут çинчен айккинелле куçарчĕ. «Чей пĕр вăхăт пăвланса лартăр», _ терĕ.
Часах хуранти шÿрпе те пиçмелле. Дядя Митя ку ĕçе аван чухлать. Им-çамсене шыв вĕреме кĕрсенех хурана янă. Унта тăварланă хăяр шывĕ те хушнă. Ку шÿрпене уйрăм тутă парать. Кирлĕ вăхăт чухлĕ вĕресен хурана кашта çинчен илсе çĕр çине лартрĕç. Тата лайăхрах тутланма вăхăт пачĕç. Çунакан типĕ вутă çав-çавах хĕмленсе çунса сас тăвать. Тавралăха тĕттĕмлĕх хупăрласах пырать. Пире вара вут умĕнче ăшă та, çутă та.
Каçхи тÿпере çутă уйăх, унăн мĕлки шывра.
Çунакан вут çине кăштах типĕ вутă пăрахсан, вăл çÿлелле çĕкленсе хĕрлĕ çутăпа хĕмленсе ылтăн тĕслĕ хĕм сирпĕтет.
Пулă шÿрпи çиме вăхăт çитрĕ. Лапсăркка чăрăш çывăхĕнчи çаврака шăтăк йĕри-тавра майлашса лартăмăр. Тутлă шÿрпене киленсе çирĕмĕр. Техĕмлĕ чейпе килентĕмĕр.
Эпир хамăра телейлĕ йышра куратпăр. Пирĕнпе пĕрле, пĕр йышра ăслă та ырă ĕçтешсем. Вĕсем пурнăçра нумай тумхахлă çулсемпе малалла талпăнса, çĕнтерсе ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунă. Вĕсенчен вĕренмелли пайтах. Вăрçă вутĕнче те çуннă вĕсем. Парăнман, чакман, нишленмен. Çавăн пек çынсемпе мухтанмалла, вĕсене çĕклемелле, хакламалла. Çамрăксен вĕсене тĕслĕх вырăнне хурса вĕренмелли нумай.
Çуллахи кĕске çĕр хăвăрт иртсе кайрĕ. Ирхи шуçăм çĕкленме пуçларĕ.
Эпир чĕртнĕ вут çирĕкĕн юлашки тураттисене çисе ячĕ, унăн кăварĕ майĕпен кĕл пулса сÿнсе ларчĕ. Улăхри шурă тĕтре çÿлелле çĕкленсе майĕпен çухалать.
Эпир аслă юлташсене тав туса уйрăлтăмăр.
Хулана çитсен хĕрсем те çĕнĕ общежитие куçнине пĕлтĕмĕр. Çак сăлтавпа пире те хаваслă уява йыхравларĕç. Эмилин йăмăкĕсем Эльзăпа Эра вăтам шкул пĕтерсе аппăшĕ патне куçса килнĕ. Вĕсене тăлăха юлнă хыççăн аппăшĕ пăхса ÿстернĕ. Амăшĕ учительница пулнă. Вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă.
Вăл вăхăтра пурнăç çав тери йывăр пулнă. Колхозра ĕçлекенсем ĕç укçи илсе курман. Ĕç кунĕшĕн ĕçленĕ. Çавăнпа Эмилия ĕç укçин пĕр пайне йăмăкĕсене ярса парса тăнă. Вĕренсе пĕтерсен аппăшĕ чĕннипе ĕçлеме Алтая куçса килнĕ, стройкăра ĕç вырăнĕ тупнă.
Пĕрле ĕçлекен юлташсем Фоминпа Зинон Сумзин, Елчĕксем, Барнаул хулинчи ял хуçалăх институтне вĕренме кĕчĕç. Ĕçленĕ вăхăтра хăй тĕллĕн вĕренесси йывăр ĕç. Маттур ачасем йывăрлăхран хăрамаççĕ, тĕллевлĕ пурăнаççĕ, малашлăха талпăнаççĕ. Ку ытти çамрăксене те шухăшлаттарать. Маттур тесе çеç ырлас килет.
Кун пек тĕслĕхсем тата та пур. Вакунра пурăннă вăхăтра пирĕнпе Молдован каччи Михаил Березин чугун çул техникумĕнче вĕренетчĕ. Çĕр çывăрмасăр кĕнекепе ĕçлесе вăхăтне ирттеретчĕ. Вĕренсе пĕтерсенех Мишана бригадира ĕçлеме вырнаçтарчĕç.
Пирĕн бригадăна тăрăшса ĕçленĕшĕн «Алтайтрасстройăн» куçса çÿрекен хĕрлĕ ялавне парса пысăк чыс турĕç. ВЛКСМ секретарĕ Б. Москвиченко «Ĕçри хастарлăхшăн» мухтав грамоти парса чылай комсомолеца хавхалантарчĕ. Кĕр вăхăчĕсем те çуллахи пекех хăвăрт шуса иртрĕç. Хĕл кунĕсем те хыçа юлчĕç. Çурхи кунсем хавхаланусем илсе килчĕç. «Алтайская сортировочная» чугун çул станцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çĕршывĕпех пĕлекен чугун çул узелĕ куçса çÿрекен кирлĕ таварсене çитес çĕре хăвăртрах çитерме пуçлĕ. Пассажир поезчĕсем те чарăнса тăмасăр малалла вирхĕнĕç.
Пысăк стройка вĕçленнĕ май пирĕн бригадăра та нумай улшăнусем пулса иртрĕç. Пĕрисем _ вĕренме, теприсем _ Совет çарне службăна тухса кайрĕç. Хулана юлса урăх ĕçе вырнаçакансем те пулчĕç.
Эпĕ те пĕрле ĕçленĕ юлташсемпе, кунти тавралăхпа сывпуллашса тăван киле кайма тухрăм.
Пурнăçăн тепĕр анлă тахăрĕ пуçланать.

