Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Иртнипе мăнаçланатпăр, пуласлăха шанатпăр!

Иртнипе мăнаçланатпăр, пуласлăха шанатпăр!


Шăпах çак девизпа шăматкун, раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче, канашсем К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне ентешлĕх уявне пуçтарăннă. Театр фойинче хăнасене фольклор ушкăнĕсем илемлĕ юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Иккĕмĕш хутра ăстасен куравĕсем ĕçленĕ, çавăн пекех ял хуçалăх продукцийĕн капăр экспозицийĕсем куçа илĕртнĕ.
«Канашсем» ентешлĕх уявне пуçтарăннисене округ пуçлăхĕ Валерий Чернов саламланă, Канаш хулин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă хастарсен пысăк ушкăнне юбилей медалĕсем парса чысланă.
Залра ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем те пулнă. Вĕсен паттăрлăхне уявра уйрăммăн палăртса хăварнă. Сцена çинче ыр кăмăллăх ещĕкне вырнаçтарнă, унта кашни çын пулăшса укçа хума пултарнă. Пуçтарăннă укçа-тенкĕ çар çыннисем валли кирлĕ хатĕрсем туяннă çĕре кайĕ. Уяв йĕркелÿçисем сцена çинчен волонтерсене те тав сăмахĕ каласа хавхалантарнă, вĕсен пархатарлă ĕçĕ чăннипех курăмлă.
Канашсене уявпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зорин тата Алексей Шурчанов саламланă, пĕрлĕхре _ вăй, çак пĕрлĕ-хе упраса хăварасси, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене пур енлĕн пулăшса пырасси пирĕн сăваплă тивĕç пулнине палăртса хăварнă.
Астăвăм теми программăра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. Уяв йĕркелÿçисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă ентешсене аса илнĕ, вĕсен ячĕсем пирĕн чĕресенче ĕмĕр-ĕмĕр упранассине каланă. Артистсем Аслă Çĕнтерĕвĕн 80-мĕш юбилей çулталăкне халалласа литературăпа музыка композицийĕ кăтартнă. Куракансем ăна ăшшăн йышăннă.
Мероприяти вăхăтĕнче Канаш тăрăхĕнчи ĕç династийĕсемпе çемье юбилярĕсене чысланă. Уяв савăнăçлă концертпа вĕçленнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *