Чӑваш патшалӑх университечӗн культура ҫуртӗнче «Мастерская молодежных медиа» республика медиафорумĕ иртнӗ.
«Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йĕркеленĕ мероприяти студентсене, журналистсене, блогерсене тата Чӑваш Енри ҫамрӑк хастарсене пухнӑ. Тӗрлӗ организаци представителӗсем студентсене хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ. Программӑпа килӗшӳллӗн «Кадрти мӑнаҫлӑх» конкурс ҫӗнтерӳҫисене те чысланӑ.

