«Чувашия туристическая» форумра туроператорсем паха парнесем выляттарнӑ.
Хӑйӗн телейне кашниех раштавӑн 14-мӗшӗнче «Каскад» суту-илӳ центрӗнче тӗрӗслесе пӑхма пултарнӑ.
Парнесен йышӗнче «Нартаван» кану базине пырса курмалли сертификат, «Чувашиякурорт» санаторирен – спа-программа, «Волжанка» санаторирен – канмалли кунсен турӗ, экскурсисем, юрҫӳренпе ярӑнма ирӗк паракан сертификатсем тата ытти пулнӑ.

