«Ĕçĕн çĕнĕ тапхăрне тухатпăр. Форумра «2ГИС» платформăра çăл куçсен ятарлă сийне тăвасси çинчен килĕшĕве алă пусрăмăр. Халĕ камăн кăмăл пур _ кашни республикăри тирпейленĕ çăл куçсене тупма пултарĕ. Вĕсене Вырăс географи обществин Пĕтĕм Раççейри «Çăл куçсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркене кĕртнĕ. Регионăн çак опычĕ çĕршыври çăл куçсен карттине тумалли никĕс пулса тăрасса шанатăп», _ палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Шупашкарта регионсен пĕрлехи «Туризмпа вăйлă Чăваш Ен _ хĕллехи тапхăр» форум иртнĕ. Республика туризм аталанăвĕ енĕпе çине тăрса ĕçленине тепĕр хутчен çирĕплетса панă.
Форумăн тĕп площадки пулса хăнасене «Пехет» агромаркет йышăннă. Унта тĕп хуламăрăн Çĕнĕ çулхи сăн-сăпатне курса хак- лама, унпа киленме тата регионăн туризм майĕсемпе паллашма май пулнă. Форум программипе килĕшÿллĕн «Вкусная Россия» тата «Чувашия мастеровая» фестивальсем иртнĕ. Çавăн пекех республикăри «Чувашия ремесленная» конкурсăн çĕнтерÿçисене те чысланă.
«Фестиваль паян Чăваш Енре пурăнакансене тата çĕршывăн 14 регионĕнчен килнĕ хăнасене саламлать. Вăл тăватă куна тăсăлать, çавăнпа та кунта килсе «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕ çĕршывĕ-пех ăнăçлă ĕçленине хăвăр курса ĕненме васкăр. Нацпроект хăна çурчĕсенчи номерсен шутне пысăклатать, çулсем çинчи сервис инфратытăмне аталантарать, предпринимательсене грантсемпе пулăшать», _ тенĕ Чăваш Ен Правительствин пуçлăхĕ Сергей Артамонов пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май.
Çак ĕç кăтартăвĕсене цифрăсем çирĕплетеççĕ: 2019-2024 çулсенче Раççейри шалти туристсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ, 60 миллионран 90 миллион çынна çитнĕ. Чăваш Енре вара çак ÿсĕм тата курăмлăрах, асăннă йыш 305 пинрен 879 пин хăна таран пысăкланнă.
Форума пухăннисене çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева тата ытти хаклă хăнасем саламланă. Алла Салаева палăртнă тăрăх, форум туризмпа çыхăннă нумай ыйтăва уçăмлатма пулăшмалла _ хăна çурчĕсен бизнесне аталантарссинчен пуçласа банк сферин туристсемшĕн меллĕ ĕçне йĕркелесси таран.
Форум ĕçне хутшăннисем регионăн туризм стратегийĕн аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрнă.

