Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем «Хамрăннисене пăрахмастпăр» акцие хастар хутшăннă.
Виçĕ кун хушшинче ентешсем ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен салтаксем валли 112 коробка кирлĕ хатĕр пуçтарса хатĕрленĕ. Çак пархатарлă ĕçре администраци ĕçченĕсем, шкулсемпе ача сачĕ-сем тата ачасен ашшĕ-амăшĕ пысăк хастарлăх кăтартнине палăртса хăвармалла.
Коробкăсене вĕсем нумай вăхăт хушши упранакан апат-çимĕç, ăшă тум, харпăр гигиена хатĕрĕ, медикаментсем тата вырăн таврашĕ хунă. Энтрияль тăрăхĕнче пурăнакансем техникăна тăшман куçĕнчен хÿтĕлеме пулăшакан тетелсем парса янă.
Пулăшу хатĕрĕсене малтанлăха Шупашкар хулине ăсатнă. Унта вĕсене уйрăммăн пуçтарса СВО иртекен вырăна тата салтаксем сипленекен госпитальсене ярĕç.

