Икĕ ача амăшĕ ултавçăсене ĕненсе хваттерне сутнă. Унтан укçина, 5 миллион тенке, куçарса панă.
Ултавçăсем Муркаш округĕнчи хĕрарăма ун ячĕпе посылка килмеллине пĕлтернĕ. Вăл ĕненсе смс-çырури кода пĕлтернĕ. Кайран унпа «тĕрлĕ ведомство ĕçченĕсем» çыхăннă. Вĕсем хĕтĕртнипех хĕрарăм хваттерне сутнă.
Вăл ултавçăсен серепине çакланнине пĕртăванĕ ăнланнă. Халĕ полицейскисем уголовлă ĕç пуçарнă.

