Иртнĕ эрнере республикăри патшалăх органĕсемпе организацийĕсен официаллă страницисен администраторĕсемпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Вăл Наци библиотекинче иртнĕ.
Кун пек тĕлпулусем мĕнпе паха-ха? Чăваш Рес- публикин Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин çумĕ Юлия Стройкова палăртнă тăрăх, çулталăка пĕтĕмлетни, пĕр-пĕринпе курса калаçни, пĕр-пĕринчен канаш ыйтни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ĕçе айккинчен хаклани вара малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.
Тĕлпулу вăхăтĕнче патшалăх пабликĕсене хастар тытса пыракансем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин, Чăваш Енӗн цифра министрĕн тата ЦУРăн Тав хучĕсене тивĕçнĕ.

