Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > «Алтайская сортировочная» чугун çул станцийĕ

«Алтайская сортировочная» чугун çул станцийĕ

?Вĕçĕ. Пуçламăшĕ
41-47 №№/
«Вăхăт тупса «тÿпе утравне» пулă шÿрпи пĕçерсе çиме килĕр», _ терĕ пире дядя Митя, ĕçшĕн тав туса.
«Çÿллĕ тÿпе» тахçанах пире хăй патне туртать. Хĕл вăхăчĕсенче унта кайса çÿреме май килмерĕ. Паян вара вăхăт тупса утрав еннелле çул тытрăмăр. Кунти асамлă вырăнсемпе хамăрăн çĕнĕ юлташа та паллаштарас килет.
Ирхи сывлăм ÿкнĕ сукмак йĕпе. Кĕтÿçсен çунакан вучĕн кăвак тĕслĕ сĕрĕмĕ улăх тăрăх юхса аякка тăсăлать. Ял ĕнисем пуçĕсене çĕклемесĕр курăк çиеççĕ. Çÿлти тÿпере пĕлтĕрхи пекех шаланкăсем явăнса вĕçеççĕ. Ялтан тухнă килти хурсен ушкăнĕ хăйсен айванрах сарă симĕс чĕпписене анлă улăха илсе çитернĕ.
Хĕвел ăшшипе тинтерех типме ĕлкĕрнĕ симĕс курăк хушшинче тĕрлĕ- рен шăрчăксем чарлатса сас тăваççĕ. Канма пĕлмен ĕçчен пыл хурчĕсемпе çăмламас тĕкĕлтурасем пикенсех хит- ре чечексен пылак шерпетне пухаççĕ. Чипер лĕпĕшсем те кунтах сывлăшра вĕçсе савăнаççĕ. Çанталăкĕ те паян лăпкă та тÿлек, ăшă. Вăрмана кĕтĕмĕр. Ватă хурăн тăрринче ларакан улăх хăлачĕ хăй тытнă пăчăрăн тĕкне вĕçтерет. Çывăхри ăвăс хăвăлĕнче ула такка чĕпписем тухма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем кăшкăрса вĕçĕмсĕр апат ыйтаççĕ.
Çутçанталăкăн ытарлăхĕпе киленсе çÿллĕ хыр кедрĕ патне çитсе чарăнтăмăр. Кунти таврара çавăн йышши йывăçсем ÿсмеççĕ. Ăна такамăн ĕçчен ăста алли лартса кун кăтартнă пулмалла.
Лăпсăркка йывăçа пур енчен те йышлă вĕçекен хурт-кăпшанкăсем хупăрласа илнĕ.
«Пыл хурчĕсен çемйи уйрăлса тухнă пулмалла, йывăç çине сырасшăн», _ терĕ Коля Адютанов савăнса.
«Мĕншĕн пĕр сас кăлармасăр вĕçеççĕ вара вĕсем; Уйăракан çемье ?çăвăр хурт/ кĕрлесе сас тăвать», _ терĕ Роберт иккĕленсе. Çак ыйтăва Витали çийĕнчех татса пачĕ.
«Пыл хурчĕсем мар вĕсем, этем кăткисем. Пĕр çулхине пирĕн кÿр- шĕсен урамри чăрăшне те çакăн йышши кăткăсем хупăрласа илнĕччĕ. Пыл хурчĕсем пекех вĕсем те уйăрăлса çĕнĕ йыш тăваççĕ», _ терĕ вăл.
Тĕлĕнмелле вăл çутçанталăк. Эпир пĕлменни, курманни, ăнланманни унта çав тери нумай. Çулталăкра пĕр хут çеç пулса иртекен тĕлĕнтер- мĕшсене курма тÿр килни кашни çыншăн пысăк телей.
Малалла утса пĕр пĕчĕкрех уçланкăна утса тухрăмăр. Каллех сайра тĕл пулакан çĕлен туйĕ патне çитсе чарăнтăмăр.
Ача чухне çĕлен туйĕсем çинчен ваттисем каласа панине сахал мар илтнĕ. Пирĕн хушăра çавăн пек туя курнисем пулмарĕç.
Пире хăратса çÿçентерекен хура тĕслĕ сăхакан çĕленсем уçланкăна пухăннă. Пĕрисем çĕр çинче тата йывăç тункати çинче явкаланса выртаççĕ. Теприсем вара çăка йывăççи çине хăпарса явкаланса савăнаççĕ.
Кăткăс çутçанталăк пире хăйĕн асамлăхĕпе, ăсталăхĕпе, пуянлăхĕпе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет.
Белоярка шывĕ хĕрне çитсен шыва кĕрсе савăнтăмăр.
Çĕртме уйăхĕн кунĕсем вăрăм пулсан та каç çывхарса çитнине те сисмен. Çутçанталăкăн асамлă илемĕ- пе киленсе пурте ун ытамне кĕрсе ÿк-нĕ. Ÿпресем хупăрласа илсе çыртма пуçласан çеç киле кайма вăхăт çитнине туйса илтĕмĕр. Кашни вăрăм туна нăйлатакан сасă кăларса пирĕн юна ĕçесшĕн. Вĕсенчен хăтăлас тесе хамăра хурăн тураттисемпе çапкаласа илни те пулăшсах каймасть. Ÿпресен пĕлĕчĕ витĕр тухсан кăна лашана мĕншĕн вăрăм хÿре кирлине тата лайăхрах ăнлантăмăр.
Малаллах шăвакан
чарма çук вăхăт
Çак кунсенче çамрăксене хулари çар комиссариатне чĕнме пуçларĕç. Мана та ДОСААФ урлă çар валли водитель ĕçне вĕрентесшĕн. Эпĕ ки- лĕшрĕм. Вĕренме ĕç хыççăн хулари автошкула çÿремелле. Пурĕ 12 çамрăк. Чылайăшĕ укçа тÿлесе вĕренет. Шкул ертÿçи Борисов Глеб Борисович. Вăлах автомобиль тытăмне вĕрентет. Владимир Дмитриевич Дмитриев эксплуатаци енĕпе ăс парать. Машинăпа чупма вĕрентекенни _ дядя Ваня. Вăл иртнĕ вăрçăра шофер пулса ЗИС-5 «Захарпа» вăрçă вĕçленичченех ĕçленĕ. Аманса контузи илнĕ. Вĕренекенсем пурте тенĕ пекех хуларан. Пĕр Иван Бабков кăна хуларан хĕрĕх çухрăмри Косиха ялĕнчен. Пирĕн ушкăнра икĕ хĕрача _ Лена Кудрявцевăпа Мария Архипова. Вĕсем иккĕшĕ те стройкăра ĕçлекенскерсем.
Автошкултан вĕренсе тухнă вăхăтра çеç Иванпа хĕрсем чăваш пулнине пĕлтĕм.
Çурла уйăхĕн юлашки кунĕсенче автошкултан вĕренсе тухрăмăр. Юлташсем мана ăшшăн саламларĕç.
Виталий юлташ çак сăлтавпа «тÿ- пе-утрава» кайса пулă шÿрпи пĕçерме сĕнчĕ. Федор Кузьмичпа дядя Митя тахçанах хăнана чĕнеççĕ. Ку сĕнÿ пурне те килĕшрĕ.
Шăматкун, ĕç вĕçленсен, кутамас чăрăш патне çитрĕмĕр. Пирĕн аслă юлташсем пирĕнтен маларах çитсе вутă çунакан çĕре хурансем çакма та ĕлкĕрнĕ. Эпир çывăхри çирĕклĕхрен хăрса типнĕ туратсене çĕклемпех йăтса килтĕмĕр. Çĕр каçма сахал мар вутă кирлĕ.
Пулă шÿрпи пĕçерме мĕн кирлине килĕсенченех илсе килнĕ.
Çирĕк вутти сĕрĕм кăлармасăрах лайăх çунать. Хыпаланса, сиксе çунакан çулăм ташши хăй çине куç илмесĕр пăхтарать. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: «Çĕр çинче виçĕ япала çине пăхса тăранма çук», _ тесе. Вĕсенчен пĕри _ вут çунни. Хуранти шыв сас кăларса вĕреме кĕрсен дядя Федя ывăса уçса тутлă пĕтмĕк курăкĕпе пĕр тĕпчĕм яшка тăварĕ ячĕ. Савăтне вут çинчен айккинелле куçарчĕ. «Чей пĕр вăхăт пăвланса лартăр», _ терĕ.
Часах хуранти шÿрпе те пиçмелле. Дядя Митя ку ĕçе аван чухлать. Им-çамсене шыв вĕреме кĕрсенех хурана янă. Унта тăварланă хăяр шывĕ те хушнă. Ку шÿрпене уйрăм тутă парать. Кирлĕ вăхăт чухлĕ вĕресен хурана кашта çинчен илсе çĕр çине лартрĕç. Тата лайăхрах тутланма вăхăт пачĕç. Çунакан типĕ вутă çав-çавах хĕмленсе çунса сас тăвать. Тавралăха тĕттĕмлĕх хупăрласах пырать. Пире вара вут умĕнче ăшă та, çутă та.
Каçхи тÿпере çутă уйăх, унăн мĕлки шывра.
Çунакан вут çине кăштах типĕ вутă пăрахсан, вăл çÿлелле çĕкленсе хĕрлĕ çутăпа хĕмленсе ылтăн тĕслĕ хĕм сирпĕтет.
Пулă шÿрпи çиме вăхăт çитрĕ. Лапсăркка чăрăш çывăхĕнчи çаврака шăтăк йĕри-тавра майлашса лартăмăр. Тутлă шÿрпене киленсе çирĕмĕр. Техĕмлĕ чейпе килентĕмĕр.
Эпир хамăра телейлĕ йышра куратпăр. Пирĕнпе пĕрле, пĕр йышра ăслă та ырă ĕçтешсем. Вĕсем пурнăçра нумай тумхахлă çулсемпе малалла талпăнса, çĕнтерсе ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунă. Вĕсенчен вĕренмелли пайтах. Вăрçă вутĕнче те çуннă вĕсем. Парăнман, чакман, нишленмен. Çавăн пек çынсемпе мухтанмалла, вĕсене çĕклемелле, хакламалла. Çамрăксен вĕсене тĕслĕх вырăнне хурса вĕренмелли нумай.
Çуллахи кĕске çĕр хăвăрт ирт-се кайрĕ. Ирхи шуçăм çĕкленме пуçларĕ.
Эпир чĕртнĕ вут çирĕкĕн юлашки тураттисене çисе ячĕ, унăн кăварĕ майĕпен кĕл пулса сÿнсе ларчĕ. Улăхри шурă тĕтре çÿлелле çĕкленсе майĕ- пен çухалать.
Эпир аслă юлташсене тав туса уйрăлтăмăр.
Хулана çитсен хĕрсем те çĕнĕ общежитие куçнине пĕлтĕмĕр. Çак сăлтавпа пире те хаваслă уява йыхравларĕç. Эмилин йăмăкĕсем Эльзăпа Эра вăтам шкул пĕтерсе аппăшĕ патне куçса килнĕ. Вĕсене тăлăха юлнă хыççăн аппăшĕ пăхса ÿстернĕ. Амăшĕ учительница пулнă. Вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă.
Вăл вăхăтра пурнăç çав тери йывăр пулнă. Колхозра ĕçлекенсем ĕç укçи илсе курман. Ĕç кунĕшĕн ĕçленĕ. Çавăнпа Эмилия ĕç укçин пĕр пайне йăмăкĕсене ярса парса тăнă. Вĕренсе пĕтерсен аппăшĕ чĕннипе ĕçлеме Алтая куçса килнĕ, стройкăра ĕç вырăнĕ тупнă.
Пĕрле ĕçлекен юлташсем Фоминпа Зинон Сумзин, Елчĕксем, Барнаул хулинчи ял хуçалăх институтне вĕренме кĕчĕç. Ĕçленĕ вăхăтра хăй тĕллĕн вĕренесси йывăр ĕç. Маттур ачасем йывăрлăхран хăрамаççĕ, тĕллевлĕ пурăнаççĕ, малашлăха талпăнаççĕ. Ку ытти çамрăксене те шухăшлаттарать. Маттур тесе çеç ырлас килет.
Кун пек тĕслĕхсем тата та пур. Вакунра пурăннă вăхăтра пирĕнпе Молдован каччи Михаил Березин чугун çул техникумĕнче вĕренетчĕ. Çĕр çывăрмасăр кĕнекепе ĕçлесе вăхăтне ирттеретчĕ. Вĕренсе пĕтерсенех Мишана бригадира ĕçлеме выр- наçтарчĕç.
Пирĕн бригадăна тăрăшса ĕçленĕшĕн «Алтайтрасстройăн» куçса çÿрекен хĕрлĕ ялавне парса пысăк чыс турĕç. ВЛКСМ секретарĕ Б. Москвиченко «Ĕçри хастарлăхшăн» мухтав грамоти парса чылай комсомолеца хавхалантарчĕ. Кĕр вăхăчĕ-сем те çуллахи пекех хăвăрт шуса иртрĕç. Хĕл кунĕсем те хыçа юлчĕç. Çурхи кунсем хавхаланусем илсе килчĕç. «Алтайская сортировочная» чугун çул станцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çĕршывĕпех пĕлекен чугун çул узелĕ куçса çÿрекен кирлĕ таварсене çитес çĕре хăвăртрах çитерме пуçлĕ. Пассажир поезчĕсем те чарăнса тăмасăр малалла вирхĕнĕç.
Пысăк стройка вĕçленнĕ май пирĕн бригадăра та нумай улшăнусем пулса иртрĕç. Пĕрисем _ вĕренме, теприсем Совет çарне службăна тухса кайрĕç. Хулана юлса урăх ĕçе вырнаçакансем те пулчĕç.
Эпĕ те пĕрле ĕçленĕ юлташсемпе, кунти тавралăхпа сывпуллашса тăван киле кайма тухрăм.
Пурнăçăн тепĕр анлă тапхăрĕ пуçланать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *