Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Астӑвӑм каҫӗ иртнӗ

Астӑвӑм каҫӗ иртнӗ


Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Валерий Яковлевӑн астӑвӑм каҫӗ иртнӗ.
Ҫулталӑк каялла СССР халӑх артисчӗн Валерий Яковлевӑн куҫӗ ӗмӗрлӗхех хупӑннӑ.
Астӑвӑм каҫне пухӑннисем вӑл мӗнле пысӑк ҫын пулни ҫинчен калаҫнӑ, аслӑ маҫтӑрпа ҫыхӑннӑ самантсене, репетицисене, вӑл кашни артиста мӗнле хавхалантарма пултарнине аса илнӗ. Экран ҫинче паллӑ спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ. Унтан чӑваш халӑх юррисем янӑранӑ.
Валерий Яковлев пурнӑҫран кайнӑ пулсан та унӑн ячӗ халӑхра яланах пурӑнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *