Чӑваш Енри аттракционсен интерактивлӑ картти пур.
Ӑна республикӑн Гостехнадзорӗ хатӗрлесе ӗҫлеттерсе янӑ. Асӑннӑ карттӑпа ведомствӑн официаллӑ сайтӗнче паллашма пулать.
Ҫӗнӗ сервис республика территорийӗнче хӑш тӗлте епле аттракцион пуррипе, вӑл ӗҫленипе е ӗҫлеменнипе паллаштарать.

