Шăхасан салинчи культура çурчĕ çумĕнчи лапам пĕр кунлăха чăн-чăн асамлăха çаврăннă. Унта Хĕл Мучисен пысăк йышĕ килсе çитнĕ. Хăшĕ-пĕри Юр пикесене те хăйсемпе пĕрле илме манман.
Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Канаш тăрăхĕн-чи Хĕл Мучисем иртсе пыракан çула çакнашкал туслă йышпа пуçтарăнса пĕтĕмлетме шут тытнă. Уяв асамçисем илемлĕ юрăсем шăрантарнă, пĕр-пĕрне çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламланă, иртсе çÿрекенсене хаваслă кăмăл парнеленĕ.
Ĕçлĕ тĕлпулу хыççăн кашни хăйĕн «резиденцине» саланнă. Вĕсем уяв ка- çĕнче ял-салара пурăнакансене чăн-чăн уяв парнелĕç.

