Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Пурнăçне энергетикăпа çыхăнтарнă

Пурнăçне энергетикăпа çыхăнтарнă


Çак кунсенче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ Василий Петрович Агусев 70 çулхи юбилейне паллă тунă. Вăл 1956 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Яманкасси ялĕнче çуралнă.
Тăван ялти сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан мал ĕмĕтлĕ каччă Шупашкарти энергетика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1975 çулта алла диплом илсен çамрăкăн салтака кайма ят тухнă. Совет çарĕнче вăл ракетчик пулнă, отделение ерт- се пынă, ăна çавăн пекех взвод командирĕн çумĕ пулма шаннă. Çар служби Байкал леш енче иртнĕ.
1977 çулта хĕсметрен таврăнсан ĕнерхи салтак Шупашкарти агрегат заводне электрик пулса вырнаçнă. Унта çулталăк ĕçленĕ хыççăн Чăваш Енри энерготытăмăн Кăнтăр электросечĕсен туслă ушкăнне ĕçлеме куçнă. Малтан инженер пулнă, унтан мастера куçнă, мастертан аслă мастера çитнĕ. 1985 çултан пуçласа Чăвашэнерго предприятин Кăнтăр енчи филиалĕн Канаш районĕнчи электричество сечĕсен производство уйрăмне ертсе пыма тытăннă. Çак яваплă ĕçре вăл 2017 çулччен вăй хунă. Канаш енри ял-салара тата кашни килте электричество тытăмĕ пĕр кăлтăксăр ĕçлетĕр тесе хĕрĕх çула яхăн тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă.
Унăн пархатарлă ĕçне Раççей тата республика шайĕнче пĕрре мар палăртса хăварнă. Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем çакна тÿрремĕнех çирĕп- летеççĕ. Василий Агусева 2001 çулта «МРСК – Волга» предприятин Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ, 2008 çулта унăн сăнне Хисеп Хăми çине вырнаçтарнă, çак хисепе вăл 2015 çулта тепĕр хутчен тивĕçнĕ. 2012 çулта ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ хисеплĕ ят парса чысланă.
Василий Петрович спортпа туслине те палăрт- са хăвармалла. Вăл Канаш хулин волейболисчĕ- сен ушкăнĕн йышĕнче пулса 10 хутчен чемпион ята тивĕçнĕ, ЮЭСри йĕлтĕрçĕсен ушкăнне ăста ертсе пынă.
Тивĕçлĕ канура та спорта иккĕмĕш плана куçарман. Йĕлтĕрпе чупса ветерансен хушшинче çулсерен пысăк çитĕнÿсем тăвать. 2022 çулта Арзамасра йĕркеленĕ Супер Марафонра ăмăртса 3-мĕш вырăна тухнă, Регионсем хушшинчи Симбирск марафонĕнче тăватă хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă, «Шижма» марафонра икĕ хутчен «кĕмĕл» медаль çĕнсе илнĕ.
Василий Петровича юбилей ячĕпе саламланă май çирĕп сывлăх тата спортра малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *