Ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕ- сене хÿтĕлекен салтаксем тăван шкулпа çыхăнăва нихăçан та татмаççĕ. Кĕске отпуска тăван тăрăха курма килсессĕн шкул ачисемпе паттăрлăх урокĕсем йĕркелеççĕ, хăйсене вĕрентнĕ учительсемпе ăшпиллĕ калаçусем ирттереççĕ.
Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу нумаях пулмасть Сиккасси шкулĕнче те пулса иртнĕ. Пĕлÿ çуртне унта ача чухне вĕреннĕ Роман Шыныр пырса кайнă. Салтак шкул çулĕсене аса илнĕ, Тăван çĕршыва юратмалли çинчен каланă. Ачасем чăн-чăн паттăрсем хамăр хушăрах пуррине куçпа курса ĕненнĕ.

