Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев регионăн гражданла оборона тата инкеклĕ лару-тăрусен министрĕпе Сергей Павловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Министр хăйĕн докладĕнче республикăра пурăнакансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси комплекслă пулса пыни çинчен каласа кăтартнă.
Пушар хăрушсăрлăхне илес пулсан. Юлашки пилĕк çулта пирĕн республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн çĕнĕ посчĕсен сечĕсене йĕркелесе янă, вĕсенчен виççĕшне _ иртнĕ çулта. Çывхарса килекен икĕ çулта тата ултă пост тума палăртнă. Çакă çăлавçăсене инкек пулнă вырăна кĕске вăхăтра çитме май парĕ. Çавăн пекех ĕçлекен депосене те юсаса йĕркене кĕртĕç.
Çăлавçăсен автопаркĕ те çулран-çул çĕнелсе пынине палăрта хăвармалла. 2019 çултан тытăнса пушар машинисен служба срокĕ 14 çултан 10 çул таранччен чакнă. Пушар хăрушсăрлăх тытăмĕнче тăрăшакансем валли пăхса хăварнă хушма тÿлевсем _ çирĕп вăйра тата вĕсем ÿссех пыраççĕ.
«Иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май умри тĕллевсем патне пыратпăр. 2030 çулччен палăртнă задачăсене актуаллă улшăнусене шута илсе корректировкăсем кĕртме хатĕр. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ утăм _ ĕç тухăçлăхне ÿстересси. Çакă шалти процессен оптимизацине тата ведомствосем хушшинчи хутшăнăва пырса тивет. Пирĕн ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ _ рес- публикăра пурăнакан кашни çын хăйне хÿтлĕхре туйни», _ палăрт- нă Олег Николаев.

