Мĕншĕн-ха ун пек ыйту лартнă. Ĕлĕкех иккĕшĕ те тăван ялсем пулнă. Халĕ вара Шаккăл сали _ Шаккăл тăрăхĕн, Карăклă ялĕ вара Карăклă тăрăхĕн администрацийĕсен центрĕсем пулса тăнă.
Шаккăлĕ Ута юхан шывăн вĕçнелле, ытларах суллахай енче çырмаллă вырăнта вырнаçнă. Унăн шывĕсем Утана юхса тухаççĕ. Карăклă вара Ута юхан шывĕн сылтăм енчи Чашлама юхан шыв юппи тăрăхĕнче вырнаçнă. Ку ялсем хушшинче тăватă çухрăм ытларах пулать.
Географи ячĕсем пирки тĕпчевçĕ-сем тем тĕрлĕ те çырса ăнлантарма тăрăшаççĕ. Анчах та паянхи куна та ячĕсене тĕплĕн ăнлантарса паракан çын тупăнаймарĕ. Çак ялсен историне малалла тăсас умĕн Чăваш Республикин наци библиотекине кайрăм. Унта краеведени кĕнекисем пуçтарăнаççĕ. Аса илнĕ ялсен историне пăхса тухас терĕм. Чăнах та унта мана çак ялсем çинчен çырнă кĕнекесене тупса пачĕç.
Пĕр кĕнеки «Деревня Караклы Канашского района Чувашской Рес- публики. События, факты, цифры, люди.» Авторĕсем Тихонов П.Т., Герасимов И.Г., Татарских Н.Ю. пулаççĕ. Унта вĕсем Ушанарти Л.И. Иванов краеведа шанса çапла çыраççĕ. Шаккăл тата Альгешево 1672 çулччен Шупашкар уесĕнче Альгешинский вулăсра шутланса тăнă. Малалла вуланă май çакă палăрчĕ. Шаккăлсем Шупашкар уесĕнчен хальхи вырăна куçса килнĕ пулас. Кĕнекине вырăсла çырнă. Çавăнпа та малалла вырăсла. «Учитывая проблему малоземелья, можно предположить, что поселенцы стремились быстрее освоить новые земли, выделяя свои выселки. Поэтому дату возникновения деревень Караклы, Юманзары можно принять примерно 1620-1630 годы, т.е. через 30-40 лет после основания с. Шакулово».
Тепĕр кĕнеки «Моя Ута. ?Художественно-историческое изложение жизни д. Караклы Канашского района Чувашской Республики/». Авторĕ Гришши Шевген пулать. Иккĕмĕш кĕ- некинче пĕрремĕш кĕнеки çинчи пекех çырнă. Анчах та ку автор Шаккăла Альгешево ялĕнчен уйăрăлса тухса хальхи вырăнта çĕнĕрен 1672 çулта никĕс- ленĕ тесе çырнă. Тĕрĕссипе калас пулсассăн, ку сăмахсем пушă. Вĕсем нимех те пĕлтермеççĕ пулсан та тĕрĕс мар çырнă калав халăх шухăшне самай улăштарма пултарнă.
Тата малалла çапла çырнă. «Деревня Карыкла называлась так потому, что находилась при овраге Карак Сирми, а Аксарино обозначает в переводе с тюркско-болгарского-Белое болото, ибо в то время вокруг этой деревни были болота». Ушанарти Л.И. Иванов краевед историне тарăннăн тĕпчесе çитерменни çинчен 2024 çулта Канаш ен хаçатра çырнăччĕ. ?№6 от 16.11./. Аксарино ялĕ историне тата ял ячĕ мĕне пĕлтернине Канаш ен хаçатрах 2023 çулта юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче çаптарса кăларнăччĕ.
Малалла кĕскен Чăваш энциклопедийĕнче мĕн çырнипе паллаштарасшăн. «Караклы ?Шакулово-Караклы, 1917/, Карăклă – деревня в Канаш. р-не, центр Караклин. сел. поселения. Расположена у автомагистрали А-151, на правобережье р. Ута. Историч. названия: Шакулова-Каракла, Карклы. Жители – чуваши. В составе Новомамеев. волости Цивил. у. в 19 в. – 1927, Канаш. р-на – с 1927. Число дворов и жителей: в 1795 – 23 двора, 62 муж. 58 жен.». Авторĕсем Ф.Н. Козловпа У.В. Юманова.
Çак пĕчĕк калава тимлĕ вуласан çак çулсем паллă пулса тăраççĕ. 1795 çулта 23 килте 62 арçын тата 58 херарăм пурăннă. 19-мĕш ĕмĕртен пуçласа 1927 çулччен Çĕнĕ Мами вулăсне кĕнĕ. Кунта вара унтан аслăрах çулсен сведенисем çук.
«Шакулово, Шаккăл – село в Канаш. р-не, центр Шакулов. сел. поселения. Историч. название – Шакулово-Архангельское. Функционировал двухпрестольный храм во имя Св. Архангела Михаила и Казанской иконы Божией Матери с 1753, однопрестольный Св. Архангела Михаила ?1910–41/. В составе Свияж. у., Новомамеев. волости Цивил. у. в 18 в. – 1927, Канаш. р-на – с 1927. Число дворов и жителей: в 1795 – 25 дворов, 105 муж., 84 жен.: 1858 ?вместе с д. Альгешева/ – 186 муж., 184 жен.». Калавăн авторĕ С.И. Выйкин.
Ку калав та 1795 çултан пек пуçланать тата 1858 çулта Шаккăлта ?вместе с д. Альгешева/ 186 арçын, 184 хĕрарăм пурăннă тесе çырнă. Авторĕ Альгешево ялĕ Шупашкар уесĕн ялĕ тесе çырман е малтанхи авторĕсем вара Альгешево ялĕ Шупашкар уесĕн-че пулнă тесе çырнă. Альгешево ялĕ пирки малалла çырнă май ăнлантарса парăп.
Ватă ялăн ĕлĕкхи пурнăçне тĕпчеме шут турăр пулсан ват асаттесем пурăннă вăхăтра ытларах мĕнле саккунсем пулнине пĕлмелле. Сакунсем тăрăх пурнăçсем йĕркеленсе пынă. Сăмахран, ясак сăмаха пурте илтнĕ. Ясака тепĕр формăллă налук темелле. Ăна тÿлесе татма йывăр пулнине илтнĕ пуль. Анчах та ясак сăмахĕ мĕне пĕлтернине тĕрĕс ăнлантарса паракан çын паянхи кун та тупăнмарĕ. Ман калавсем тухнă хыççăн «Канаш ен» хаçата вулакан халăх ĕлĕкхи пурнăçĕ çинчен пĕчĕккĕн ăнланса пырать пулĕ тесе шутлатăп.
Чăваш ялĕсен ĕлĕкхи пурнăçĕсем çинчен мĕн те пулин тупса вулас шут пулсассăн ытларах вырăс патши Иван Грозный тата ун хыççăн пулнă вырăс патшисем вăхăтĕнче çырнă хутсене вуламалла. Мĕншĕн тесен Хусан ханствине çĕнтернĕ хыççăн çĕнĕ улшăнусем питĕ нумай пулса иртнĕ. Сăмахран, çав вăрçă вăхăтĕнче нумай çын вилнĕ. Çавăнпа та пысăках мар нумай çĕр лаптăкĕсем хуçасăр тăрса юлнă. Çав вăхăтрах халăхсем те пĕр вырăнтан лăпкăрах вырăна куçма тăрăшнă.
Сăмахран, Иван Грозный вăхăтĕн-че хальхи Чăваш Республикин территорийĕнче чăвашсемсĕр пуçне пăртассем те, тутарсем те, мордвасем те чылаях пурăннă. 17-мĕш ĕмĕртен пуçласа ытларах чăвашсем пурăнма пуçланă. Хусан патшалăхĕнче пурăннă чухне унăн саккунĕсемпе килĕсше пурăнмалла пулнă. Вырăс патшалăхне кĕнĕ хыççăн вĕсем чăваш халăхĕ валли хăйне майлă саккунсем йышăнма пуçланă. Вăл вăхăтрах çĕрсене çĕнĕрен вырăс виçипе виçсе халăха тепĕр хут çирĕплетсе панă. Вăл вăхăтра çĕр хуçисем те ял ячĕсем те улшăнма пултарнă.
1553 çулта Хусан ханствине çĕнтернĕ хыççăн тутар патшалăхне пач пĕтернĕ. Ун вырăнне Хусанпа Сĕве уесĕсене уçнă. Хусан уесне Атăл суллахай енчи çĕрсене, сылтăм енчисене вара Сĕве уесне кĕртнĕ. Сĕве уесĕн территори вара питĕ пысăк пулса тăнă. Сăмахран, Сĕве хулинчен чи аякри яла çитме 200 çухрăм патне каймалла. Каялла çитме тата çавăн чухлĕ. Тепĕр майлă каласан, пулас Чăваш Республикин территорийĕ йăлтах Сĕве уесĕнче шутланса тăнă. Аяк-ра пурăнакансен те пысăк ĕç тума е налук тÿлеме Сĕве хулине каймалла пулнă. Инçе çула тухасси хăйне майлă йывăрлăх. Укçана та самаях тăкаклама тивнĕ.
Халăх шучĕ уссе пынă çемĕн пысăк территорине ертсе пыма тата ытти йывăрлăхсем тупăннă. Çавăн пирки 1555 çулта Шупашкар уесне уçнă. Çĕнĕ уеса уçсан ăна валли халăхпа пĕрле пулнă çĕр лаптăкĕсене те уйăрса памалла пулнă. Ытларах тă- ванлă ялсене обществăлла çĕрĕсемпе пĕрле пĕр уеса кĕртме тăрăшнă. 16-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Сĕве уесĕнче чăваш ялĕсен вулăсĕсене уçма пуçланă. Утапа Урюм юхан шывсем тăрă- хĕнче пурăнакан ялти çынсем Утински ятлă вулăса уçма килĕшеççĕ. 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вара Сĕве уесĕн-че 10 чăваш вулăсĕ шутланса тăнă.
1638 çулта ялсене тепĕр хут тĕрĕслесе учета тăратнă. Çав список- ра Ута вулăсĕнче пĕрремĕш Шаккăл е çиччĕмĕш Карăклă. Шаккăл ялĕ Ута вулăсне йĕркелесе янă чухнех пулма пултарнă. 17-мĕш ĕмĕр вĕçнелле çак ялсем тепĕр майлă палăраççĕ. Списокне ялсене вырăсла çырнă. Шаккăл вырăнĕнче Средняя Шакулова е Ка- рăклă вырăнĕнче Верхняя Шакулова, Карклы тож тесе çырнă.
1710 çулта Шаккăлта 8 кил шутланса тăнă. Вĕсем 4 ясакшăн налук тÿлесе тăнă. Ясака вара çĕр лаптă- кĕпе танлаштарнă. Пĕр ясакра сухаласа тыр акмалли тата кил-карти валли сакăр гектар, утă çулмалли тата выльăха касу çÿретмелли виçĕ гектар çĕр шутланса тăма пултарнă. Çемье айвантарах пулнă пулсассăн вĕсем çур ясакпа та çырлахма пултарнă. Тата пĕчĕк çемйисем анкарти çĕрĕсемпе те çырлахнă.
Шаккăлтах 1717 çулта 17 арçын, 23 хĕрарăм пурăннă. 1748 çултан тĕне кĕмен 107 чун ?арçын/ пурăннă. 1762 çулта пулса иртнĕ перепись тăрăх тĕне кĕнĕ 102 арçын, 88 хĕрарăм пурăннă.
Карăклă ялĕнче 1710 çулта 20 кил шутланса тăнă. Вĕсем 12 ясакшăн налук тÿлесе тăнă. 1748 çулта тĕне кĕнисем 2 çын шутланса тăнă е тĕне кĕменнисем вара 89 чун пулнă. 1762 çулта пулса иртнĕ перепиç тăрăх тĕне кĕнĕ 104 арçын, 121 хĕрарăм пурăннă.
Иккĕмĕш Катерина патша указĕ-пе килĕшÿллĕн 1780 çулта уессен çар пуçĕн должноçне пĕтерсе уессемпе вулăссен çĕр лаптăкĕсене улăштарма йышăннă. Ун хыççăн Ута ятлă вулăса пĕтернĕ те Шаккăлпа Карăклăна Çĕрпÿ уесне кĕртнĕ. 18-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Çĕрпÿ уесĕнче Мучар вулăсне уçнă. Аса илнĕ ялсене çак вулăса кĕртнĕ.
Тата малалла ял ячĕсем мĕне пĕлтернине çырса ăнлантарса парасшăн. Чи малтан шухăшлав уйрăмлăхне курмашкăн кам мĕнле çырса ăнлантарнисемпе паллаштарас терĕм. Пуçламăшĕнче çапла çырнă сăмахсем пур. «Деревня Карыкла называлась так потому, что находилась при овраге Карак Сирми, а Аксарино обозначает в переводе с тюркско-болгарского-Белое болото, ибо в то время вокруг этой деревни были болота». Ку сăмахсен авторĕ Гришши Шевген пулать. Чăвашсен вырăнне тата чăваш каччин ячĕсене тюркă-пăлхар халăхĕсем килсе ят парса хăварни хăйне майлă чаплă пулмалла. Анчах та Аксар чăваш пулнă. Ашшĕпе амăшĕ те чăвашсемех. Ывăлне те чă-ваш ячех лекнĕ.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ А.А. Сосаева вырăсла çапла ăнлантарса парать. «Название деревни связано с географическим термином «карăк». В гаг. карык «грядка». Гагаузско-русско-молдавский словарь. Москва. 1972 г.». Гагаузмолдованĕсем хăш вăхăтра чăвашсен вырăнне килсе ят парса хăварма ĕлкĕрнĕ-ши; «Грядка» сăмахран малалла «полоса леса из дуба, осины. карагач… Ывăс Карăк ?Передние Карыки/ сăмахсене кăлараççĕ. Ашмарин çырса хăварнă тăрăх Карăк çын ячĕ. Çакна çыракан авторĕ- сем Тихонов П.Т., Герасимов И.Г., Татарских Н.Ю. пулаççĕ. Вĕсене калав пуçламĕшĕнче аса илнĕччĕ. Малалла вĕсем çапла çыраççĕ.
Слово карăк, что по-русски означает птицу хвойных лесов «глухарь» ?Прокопьев Г.Г./. Карăк ял поселенин гербĕ çинче те пур. Малалла «çăхан карăклать» ?ворон каркает/. Хальхи вăхăтра чăваш территоринчи географи ячĕсене ăнлантарсе паракан чап-лă кĕнеке пур. Вырăсла Географические названия Чувашской Республики. Унăн хÿтĕлевçĕсем пысăк ăсчахсем тата пысăк хуçасем пулаççĕ. Ку кĕнеке Чăваш патшалăхăн премине панă. Унăн автăрĕ И.С. Дубанов. Вăл çапла ăнлантарма тăрăшать. «Название произошло от чув. карăк. Карăк _ имя мужчины. Фамильное прозвище. Карак Ваçли. 2. Карак «глухарь».
Эпĕ шутланă тăрăх, ял ячĕ мĕне пĕлтернине çырса ăнлантарас тесен чи малтан ял ятне пĕлмелле. Эп ăнланнă тăрăх ялĕн ячĕ Карăк мар Карăклă. Карăклă сăмах çумне мĕнле майлăрах сăмах çыпăçтарма пулать-ши тесе шутлатăп. Ун пек сăмах тупăнсассăн ял ятне лайăхрах ăнланма пулĕ. Сăмахран, карăклă вырăн. Çак сăмахсем вырăсла «глухое место» тенине пĕлтереççĕ е тепĕр майлă пĕр сăмахпа каласан, «глухомань» пулать. «Глухарь», «глухое место», «глухомань» хушшинче «глухой» сăмах тухать. «Глухарь» сăмахĕ чăнах та чăвашла карăк пулать. Пĕлтерешĕсем иккĕшĕн те пĕрех. Чăнах та карăкран карăклă сăмах тухнă. Анчах та карăклă сăмахĕ карăкран тухнă пулсан та тĕпчени çавна кăтартать. Карăклă сăмах пачах урăх сăмаха пĕлтерет. Кунта вара «карăк» сăмаха кÿршĕри чăвашсем евĕрлетсе калани курăнать. Ун хыççăн ял ячĕ Карăклă пулса тăнă. Ма ун пек пулса тухрĕ; Ку яла Шаккăл ялĕнче пурăннă çынсем уйăрăлса тухса 4-5 çухрăмран çырма-çатраллă вырăнта никĕсленĕ. Тен, хĕш-пĕрисем пĕр-пĕринпе ки- лĕштерсех пурăнайман та Шаккăл ял хуçисене итлемесĕрех темиçе çемйи уйăрăлса тухса кайнă. Çавăнпа пуль вĕсене çакăн пек ят лекнĕ тесе шутлатăп. Сăмахран, кÿршĕри ял ячĕсем те Карăклă майлăрах: Çатăрка-Çырми, Кашкăр-Çырми, Юмансар.
Малалла Шаккăл ялĕ пирки çырса ăнлантарса парасшăн. Ку географи ячĕ мĕне пĕлтернине ăнлантарса паракансем тата сахал. Чи хăюлли «Географические названия Чувашской Республики» кĕнеке авторĕ И.С. Дубанов пулать. Вăл вырăсла çапла çырать: «Шакулово, Шаккал _ село в Канашском р-не. Шаккал _ название села Шакулово ?Канашский р-н/… Шаккалта чапта çапаççĕ. Шаккул, так обзывают мальчиков с гладко остриженной головой. Шаккул-маккул ?Ашмарин, XVII, 98/. Возможно, село названо по фамилии Шакулов, одного из основателей деревни. Здесь встречается также фамилия Каликов ?от слова калика «нищий, попрошайка, бродячий, калека»/ ?Энциклопедия русских фамилий/».
Ку кĕнекере авторĕ Шаккăл сăмаха ăнлантарса параймарĕ. Ял ячĕ Шаккăл çын ячĕнченех тухнă. Анчах та Шаккăл ячĕ мĕне пĕлтерет-ши; Çак сăмах мĕне пелтернине пĕлес пулсассăн ăна икĕ пая пайламалла. Çапла вара Шаккăл ята икĕ пая пайласассăн «шак» тата «кăл» сăмахсем пулса тăраççĕ. «Шак» сăмахĕ мĕне пĕлтернине пĕлес пулсассăн ăна тепĕр сăмахпа çыпăçтарса пăхмалла. Сăмахран, шак сиктерет е шак сиктернĕ сăмахсем пур; Çын тĕлĕнмелле сăмахсем каланă е хыпарсем пĕлтернĕ хыççăн итлекенсем тепĕр чухне хирĕç çапла калаççĕ. Ку çĕнĕ хыпарсемпе эс мана шак сиктертĕн теççĕ. Ун пекрех сăмахсем чăваш сăмахĕсем хушшинче тата тупма пулать. Çапла вара «шак» сăмаха шÿтлерех вырăсла «нежданно-негаданно» пек ăнланмалла.
Мĕншĕн вырăсла куçаратăп; Ун пек тусассăн танлаштарма та ăнланма та çăмăлрах. Мĕншĕн тесен вырăсла пурте лайăх пĕлеççĕ.
Тата «кăл» сăмах мĕне пĕлтерет-ши; Ку сăмах кивĕ. Хальхи вăхăтра калаçура ку сăмах сахал тĕл пулать. Ку сăмаха вырăсла куçарсассăн «коренастый», «кряжистый» е «кряжистый как дуб» пек ăнланмалла. Чăвашла вара «патвар» тенине пĕлтерет. Çемьере патвар арçын ача çуралнă пулас. Çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» килнине йышăнакансем ачи пысăк тата патвар çуралнине курса шак сикнĕ те питĕ тĕлĕннĕ. Савăнăç хумĕ чухне арçын ачана Шаккăл ят лекнĕ.
Малтанах манран малтан çыракансем Альгешева яла аса илнĕччĕ. Чă-ваш энциклопедийĕнче те ку яла 1858 çулта Шаккăлта «?вместе с д. Альгешева/ 186 муж., 184 жен.» пурăннă тесе çырнă. 1912 çулта ÿкернĕ Çĕрпÿ уесĕн картти пур. Унта та Альгешево тесе çырнă. Анчах та 1710 çулта перепись иртернĕ тăрăх ял ятне Альгешево мар Алкеево тесе çырнă. 1780 çулсенче ирттернĕ перепиçре те Алкеева ятпа çырнă. Малалла вара Альгешево тесех çырнă. 1723 çулта Шупашкар уесĕнче перепиç ирттернĕ. Çав перепиç Шупашкар уесĕнчи Кувшински вулăсĕнче Алигешево ялĕ шутланса тăнине пĕлтерет. Хальхи пурнăçра эпĕ Альгешево ятлă пулнă вулăса илт-мен. Архивсенче те ун пек ятлă вулăс çук. Каярахпа Альгешево тесе çырма пуçланă. Кунта икĕ ял ячĕсем пĕрпек-рех пулнă пирки тĕпчевçĕсем пĕртак çухалса кайнă пулас.
Алкеева Шаккăлта уйăрăлса тухнă ял. Шаккăл ялĕ вара 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчен пуçласа 1780 çулччен Сĕве уесĕнчи Ута вулăсĕнче шутланса тăнă. 1710 çулта Алкеевăра виçĕ кил шутланса тăнă. Вĕсем икĕ ясак тÿлемеллĕх çĕр тытса тăнă. 1717 çулта 7 арçын, 9 хĕрарăм пурăннă. 1748 çулта тĕне кĕмен 47 чун ?арçын/ пурăннă. 1762 çулта вара ялĕнче тĕне кĕнĕ 59 арçын, 54 хĕрарăм пурăннă. 19-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Çĕнĕ Мами вулăсри Алкеево ялĕ Шаккăл салипе пĕр ял пек шутланса тăнă. Çак ялсенче вара 923 çын пурăннă. Совет Союзĕн вăхăтĕн-че ÿкернĕ карттăсем çинче Алкеева яла кăтартман. Шаккăлта пурăнакансем ку ял ячĕ пирки манран лайăхрах пĕлеççĕ пуль тетĕп.
Ĕлĕкхи Шаккăл, Карăклă тата Алкеево ?Альгешево/ ялсен историйĕсем кĕскен çапла пулса тухрĕç.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

