Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет

Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет


Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ. Халĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çанă тавăрса тытăнма вăхăт. Округри ял хуçалăх производстви 2025 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçленĕ-ха; Ял хуçалăхĕн хăш отраслĕ тупăшлăрах ĕçленĕ, хăшĕнче вара çитменлĕхсем пур;
2025 çулта округри хуçалăхсенче 450,5 тонна ?виçĕм çулхипе пăхсан 107,2 проц./ аш-какай туса илнĕ. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ аш-какай илессине ÿстернĕ. «Путь Ленина», Киров ячĕллĕ ЯХПКсем, «Хучель» пĕрлĕх, Николаев, Никонов, Герасимов тата ытти хресчен-фермер хуçалăхĕсем аша виçĕм çулхинчен ытларах туса илнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх йышне те сыхласа хăварма пултарнă. Туса илнĕ аш-какайăн мĕнпур калăпăшĕн 87 проценчĕ _ ĕне выльăх ашĕ, 9 проценчĕ _ кайăк-кĕшĕк ашĕ, ытти аш виçи _ 4 процент.
Округра иртнĕ çул пĕтĕмпе 6506,5 тонна сĕт суса илнĕ, ку кăтарту виçĕм çулхинчен кăшт пысăкрах. Киров ячĕллĕ, «Хучель» хуçалăхсенче тăрăшакансем, Никонов, Николаев, Макаров, Герасимов тата ытти чылай фермер 2024 çулхипе танлаштарсан сăвăм кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатнă.
Пĕр ĕнерен вăтамран 5748 кг сĕт суса илнĕ ?виçĕм çулхинчен пысăкрах _ 109,5 проц./. Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче сăвăм шайĕ чи пысăкки, унта кашни ĕнерен 8022 килограмм сĕт сунă. Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Атнашри сĕт-çу ферминче çак кăтарту 6825 килогрампа танлашнă. Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕнче кашни ĕне вăтамран 7002 килограмм сĕт антарнă.
Выльăх апатне районта çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă, сĕт хакĕ тивĕçтерет. Çавăнпа та ĕне выльăх йышне сыхласа хăвармалла кăна мар, ăна ÿс-
терсе пырассишĕн тăрăшмалла. Кирек хăçан та хуçалăх экономикине пысăк пулăшу тата тупăш кÿрекенни сĕт пулнине манмалла мар.
Усă куракан 100 га çĕр пуçне 2025 çулта 45 ц ?2024 çулта _ 40,6 ц/ аш-какай, 650,3 ц сĕт илнĕ. Чи лайăх кăтартусем Киров ячĕллĕ хуçалăхăн.
Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне округра мăйракаллă шултра выльăх 3056 пуç шутланать, 2024 çулхи ку вăхăт тĕлне илсен 95,2 процентпа танлашать. Фермăсенче ĕç условине лайăхлатса пыма тăрăшмалла, йывăр ĕçсене механизацилемелле.
Ĕнесен шучĕ _ 1096 пуç, пĕлтĕр 1198 пуç пулнă. Хуçалăхсенчен нумайăшĕ ĕне выльăх йышне ÿстерме пуçларĕ, фермерсем те ?Никонов, Николаев/ ку енĕпе пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Киров ячĕллĕ хуçалăх, тĕслĕхрен, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырса çуллен пысăк тупăш илет. Пирĕн округра ку енĕпе камран тĕслĕх илмелли пур-ха хальлĕхе.
Округра Кондрашов тата Хамзин хресчен-фермер хуçалăхĕсенче сурăх ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Вĕсем пĕтĕмпе 373 пуç тытаççĕ.
Мĕнпурĕ 1174 пуç пăру илнĕ ?2024 çулта _ 1201/. Киров ячĕллĕ хуçалăхра «Исток», пĕрлĕхре тата Степановпа Никонов фермерсем пĕлтĕр виçĕм çулхинчен ытларах пăру илнĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 560 грамм ÿт хушнă. Чи лайăх кăтартусем _ «Путь Ленина», Киров ячĕллĕ ЯХПКсенче, Никонов, Николаев, Герасимов, Семенов фермер ?хресчен/ хуçалăхĕсенче. Эпир хамăр фермăсенчи выльăхсене талăкра 600-шар грамм таран ÿт хуштарма пултартăмăр тăк, çавăн чухне тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă теме пултаратпăр. Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет.
Витере тăракан выльăхсем валли тивĕçлĕ условисем туса памалла. Вĕсене тутлăхлă япаласемпе пуян апат çитермелле. Ĕнене куллен таса шыв ĕçтермелле. Витесенчи микроклимат çинчен те манмалла мар: выльăхсен сывлăхне лайăхлатма, вĕсен тухăçлăхне ÿстерме майсем туса памалла. Çут çанталăкри сывлăш температурине пăхмасăр витесене кашни кун уçăлтармалла.
Паллă ĕнтĕ, ăçта выльăх ĕрчетес отрасль аталаннă, çав хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать. Фермăра ĕç-пуç йĕркеллĕ пулсан хуçалăх экономики те вăй илет. Ĕçри ăнăçу вара никамран та мар, пĕр хамăртан кăна килет.
Сергей ВАСИЛЬЕВ,
ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *