Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Семинар иртнĕ

Семинар иртнĕ


Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе рес- публика театрĕсенче лартма пьесăсем çыракан авторсем валли «Драматурги теорийĕ тата практики» семинар-лаборатори ĕçленĕ.
Çичĕ куна тăсăлнă вĕрентӳ программин тĕп тĕллевĕ – чăваш драматургĕсен професси шайне ӳстересси, республикăри патшалăх театрĕсен репертуарне çĕнетесси, наци культурине паянхи кун паттăрĕпе паллаштаракан хальхи йышши драма произведенийĕсемпе пуянлатасси. Юлашки çулсенче Чăваш Енре театр искусствине аталантарас тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки куçкĕрет.
«Иртни тата хальхи пурнăç çинчен кашнине ăнланмалла чĕлхепе каласан кăна наци культури пурăнать. Драматургсем валли семинар-лаборатори йĕркелени пирĕн театрсен репертуарне çĕнетме пулăшĕ. Эпир авторсене тата çамрăксене çĕршыври чи лайăх экспертсенчен вĕренччĕр тесе условисем туса паратпăр. Чăваш драматургийĕ вăхăт таппине тарăннăн уçса пани, халăх ыйтнине тата кĕтнине тивĕçтерни, професси шайĕ енчен çӳллĕ пулни пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ», – палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *