Ҫӗмӗрле районӗнче яланхиллех Сӑр урлӑ кӗпер хывнӑ. Пӑр ҫийӗн каҫса ҫӳремелли кӗпер кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ.
Вӑл Чӑваш Ене Чулхула облаҫӗпе тӳррӗн ҫыхӑнтарать. Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑр ҫийӗн хывнӑ кӗпер урлӑ ҫӑмӑл машинӑсен ҫеҫ каҫса ҫӳреме юрать тата вӗсен пассажирсемсӗр пулмалла.

