Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Хисеп караулĕсен фестивальне йĕркеленĕ

Хисеп караулĕсен фестивальне йĕркеленĕ


Канаш тăрăхĕнче оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ старт илнĕ. Ăна Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕнче уçнă.
Тĕллевлĕ мероприятипе килĕшÿллĕн хисеп караулĕсен фестивальне йĕркеленĕ. Çамрăк армеецсем кĕçĕн тата аслă ушкăнсем çине пайланса хăйсен ăсталăхне кăтартса панă. Жюри членĕсем пулас салтаксем стройпа еплерех утма пĕлнине, вĕсен тумне тата вăл е ку элемента пĕр харăс пурнăçлама пултарнине хак панă.
Аслă ÿсĕмрисен тупăшăвĕнче Янкăлч шкулĕнче вĕренекенсем мала тухнă, ухмансем иккĕмĕш вырăн йышăннă, хулари 10-мĕш шкул виççĕмĕш пулнă. Кĕçĕн ушкăнсен хушшинче те янкăлчсене çитекенсем пулман, Сиккасси шкулĕ _ иккĕмĕш, хулари 1-мĕш шкул виççĕмĕш вырăна тухнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *