Понедельник, 20 июля, 2026
Главная > Публикации > Штраф пама пултараҫҫӗ

Штраф пама пултараҫҫӗ


Чӑваш Енре урамсенчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсене мӗн тӑкма юранипе юраманни ҫинчен аса илтереҫҫӗ.
Контейнер лапамне турат, ҫулҫӑ, курӑк тата строительствӑри каяша тухса хурсан штрафлаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем коммуналлӑ каяш шутланмаҫҫӗ.
Йӗркене пӑсакан уйрӑм ҫынсене саккун 2 пинрен пуҫласа 3 пин тенкӗ таран штрафлама ирӗк парать, предприяти-организацисене – 100 пинрен пуҫласа 250 пин тенкӗ таран.
Курӑкпа ҫулҫӑна компоста яма пулать е турттарма ятарласа ирӗк илнӗ организацисене чӗнсе илсе турттарса каймалла. Строительствӑри каяша турттарса кайма та ятарлӑ организацисене чӗнсе илмелле.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *