Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Ĕç рынокĕн ыйтăмне çирĕп шута илеççĕ

Ĕç рынокĕн ыйтăмне çирĕп шута илеççĕ


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев министрсемпе тĕл пулса аталану Стратегине сÿтсе явать. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Олег Алексеевич регоинăн гражданла оборона тата инкеклĕ лару-тăрусен министрĕпе Сергей Павловпа тĕл пулни çинчен каласа кăтартнăччĕ. Çак кунсенче вăл регионăн ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕпе Алена Елизаровапа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Министр социаллă политикăн 2030 çулчченхи аталану Стратегийĕ пурнăçа епле кĕрсе пынин пĕрремĕш кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă.
Ку ĕçре «Кадры» наци проекчĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унпа килĕшÿллĕн 2025 çулта 1737 çын ятарлă пĕлÿ илнĕ, вĕсенчен 85 ытла проценчĕ ĕç тупнă та ĕнтĕ. 2026 çулта, ĕç рынокĕ ыйтнине шута илсе, тата пинрен кая мар тĕрлĕ енлĕ ăста специалиста хатĕрлеме палăрт- нă.
Чăваш Енĕн социаллă сфери цифра форматне куçнине палăрт- са хăвармалла. Пур пулăшăва та онлайн мелпе илме май пур. Чăваш Енре пурăнакансен 80 ытла проценчĕ социаллă пулăшăва электрон мелпе тухнă хыççăн тивĕçет. Цифра сервисĕ колледжсенчен вĕренсе тухакансене те ĕç тупмашкăн меллĕ майсем туса парать.
Кăшт маларах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вице-премьерпа _ регионăн ял хуçалăх министрĕпе Андрей Макушевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Вĕсем республикăра АПК валли кадрсен резервне хатĕрлес ĕçе комплекслă туса пырассине сÿтсе явнă.
«Эпир аграгри пĕлĕвĕн татăлми системине йĕркелесе ятăмăр. Республикăра паянхи кун ача сачĕсенче _ 137 агролаборатори, шкулсенче 40 агрокласс ĕçлет. Профиль ăсталăхне ачасене Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕ тата Чăваш патшалăх аграри университечĕ параççĕ. Тепĕр тапхăр _ вузсем хушшинче кампус туса хурасси, унти тĕпчев-сем производствопа технологи валли çĕнĕ продукт паракан çирĕп никĕс пулса тăрĕç. Çак практика Раççейшĕн те пĕлте- рĕшлĕ», _ палăртнă Олег Николаев.
Чăваш Енре кадрсене ял хуçалăх отраслĕ валли хатĕрлес ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕ _ вăл шкул çулĕ- чченхи звеноран пуçланни. Ача сачĕсенче йĕркеленĕ агролабораторисем «çут çанталăк» кĕ-тесĕ кăна мар, профессине илсе кĕрекен пĕрремĕш утăм пулса тăраççĕ. Ачасем ял хуçалăх культурисем епле ÿснине сăнаççĕ, çăмăл экспериментсем лартаççĕ, ÿсен-тăрана пăхма вĕренеççĕ тата ытти те. Чылай лабораторие конкретлă ял хуçалăх предприятийĕ çумне çирĕплетнĕ, çакă пĕлĕве производствăпа çыхăнтарма май парать. Çакнашкал моделе Раççейĕн Ял хуçалăх министерстви çĕршыври кадрсен чи лайăх практикисенчен пĕри тесе çирĕплетнĕ, унпа ытти регионсем те кăсăкланни çинчен каланă.
Шкулсенче ачасем хăйсен пĕлĕвне агроклассенче малалла аталантараççĕ, çакна тума тĕллевлĕ наци проекчĕ çумĕн-чи «Кадры в АПК» федераллă проект пулăшса пырать. Шкул ачисем çĕнĕ йышши оборудованисемпе ĕçлеççĕ, генетикăпа селекцине тĕпчеççĕ, биотехнологипе агроинженери тата апат-çимĕç производствипе çывăххăн паллашаççĕ. 2025 çулта çакнашкал пысăк технологиллĕ лапамсем Красноармейски, Вăрмар, Шупашкар, Муркаш, Етĕрне, Вăрнар тата Патăрьел тăрăхĕсенче хута кайнă пулнă. Кăçал агротехклассене тата ултă муниципалитетра уçма палăртнă.
Аслă класра вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне республикăри профильлĕ аграри колледжĕпе вузĕнче малалла ÿстерме пултараççĕ. Пĕлÿ тапхăрĕ вузсем хушшинчи кампусра вĕçленĕ. Унта хăмла ÿстерес тата ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен специалистсене хатĕрлесе кăларĕç.
Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *