Альбина Юрату Мускавра пӗр харӑс ултӑ кӗнекине презентациленӗ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Васильевна пӗлтӗр ултӑ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Вӗсене пахалама Мускаври Р.И. Рождественский ячӗллӗ библиотекӑна Раҫҫейӗн тӗп хулинче пурӑнакан йӑхташсем пухӑннӑ.
Валентина Черчен, Аида, Ирина Понамарева, Валентина Попова юрӑҫсем Альбина Юрату сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарнӑ, «Ентеш», «Шевле» ансамбльсем, ытти юрӑҫ хӑйсен репертуарӗнчи юрӑсемпе хаваслӑ кӑмӑл парнеленӗ.

