Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Татьяна Смагина 101 çул тултарнă

Татьяна Смагина 101 çул тултарнă


Канаш хулинче пурăнакан Татьяна Васильевна Смагина 101 çул тултарнă.
Вăл Урал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çамрăк пике заводра вăй хунă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн Уралти политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă. Инженер-механик пĕлĕвĕ илнĕ ăста специалист Алапаевкскри техникумра студентсене вĕрентнĕ. Ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.
Тыл ĕçченĕ мăшăрĕпе Николай Дмитриевичпа вăрăм тата телейлĕ пурнăç пурăнса ирттернĕ. 2002 çултанпа Татьяна Васильевна Канашра пурăнать. Çирĕп вăй-халĕпе тата хастарлăхĕпе палăрса тăрать. Ветерана черетлĕ çуралнă кунпа ăшшăн саламлатпăр, канлĕ ватлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *