Чӑваш Республикинче пурӑнакансем тухтӑр патне «МАХ» наци мессенджерӗ урлӑ ҫырӑнма пултараҫҫӗ.
Кун пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова сӑциаллӑ сетьри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Ятарлӑ мини-приложенипе усӑ курса ҫынсем терапевт патне ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Специалистсен списокӗ ӳлӗмрен ӳссе пырӗ», – пӗлтернӗ Лариса Тарасова.
«МАХ» мессенджер урлӑ тухтӑр патне ҫырӑнас тесен @medicine_chuv_bot бота уҫмалла.

