И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш тата вырӑс филологийӗпе журналистика факультечӗн студенчӗсем экзамена чӑваш наци тумӗпе килеҫҫӗ. Ку йӑлана вӗсем пилӗкмӗш ҫул тытса пыраҫҫӗ.
Студентсем вӗренме килсенех семестр вӗҫӗнче вӗсен экзамена наци тумӗпе пымаллине пӗлеҫҫӗ, ку шухӑша пурте хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ.
Студентсем хӑйсем ҫуралса ӳснӗ вырӑнти чӑваш наци тумне тӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем экзамен тӗлне хӑйсен ялӗнчи фольклора пухаҫҫӗ, унтан хӑйсем хатӗрленӗ материала хӳтӗлеҫҫӗ.

