Студентсен кунĕ тĕлне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри хастар çамрăксене ятарлă стипендие тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствосем панă. Кăçалтан унăн виçи 2500 тенкĕпе танлашать.
Регион ертÿçин аллинчен çав кун пĕтĕмпе 25 çамрăк ятарлă свидетельсвосене илнĕ. Çак пысăк хисепе тивĕçнĕ хастарсен йышĕнче Канаш тăрăхĕн икĕ çамрăкĕ те пулнă. Пĕри _ Ольга Медведева, вăл округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашлуçи пулса тăрăшать. Тепри _ Анастасия Степанова, вăл 16-мĕш номерлĕ ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет.
Çак асăннă мероприяти «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ, ăна çамрăк специалистсене хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Аса илтеретпĕр, кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине Канаш тăрăхĕнчи 22 пултаруллă çамрăк илсе тăрĕ.

