Кӑҫал республикӑра ҫӗнӗ программа «Земство тренерӗ» хута кайнӑ. Ҫавна май физкультурӑпа спорт специалисчӗсене округсене ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ.
Конкурс витӗр тухнӑ специалист тӳлеве тивӗҫет. Вӑл 1 миллион тенкӗпе танлашать. Кун хыҫҫӑн унӑн ялта е халӑх сахал пурӑнакан вырӑнта хӑйӗн специальноҫӗпе 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле.

