Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Республика проекчĕ ĕçлесе кайнă

Республика проекчĕ ĕçлесе кайнă


Канаш тăрăхĕнче «Мобильлĕ учитель» республика проекчĕ ĕçлесе кайнă.
Ăна ялти пĕчĕк комплектлă шкулсенчи пĕлÿ шайĕн пахалăхне ÿстерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Проект Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствипе Канаш енри пĕлÿ учрежденийĕсем пĕрле тытса пынипе пурнăçа кĕрет.
Пайкилт шкулĕнче, вăл база шайĕнчи пĕлÿ çурчĕ пулса тăнă, Пайкилт, Ачча тата Катек шкулĕ- сенчи 8-9-мĕш классенче вĕренекен ачасем валли тĕллевлĕ уроксем ирттернĕ. Ачасем вĕренÿ курсне пысăк интереспа кĕрсе кайнă. «Мобильлĕ учитель» проект валли çамрăк специалистсене явăçтарма палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *