Священниксем чӑвашла вӗренма пуҫланӑ. Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий вӗсене тӗслӗх кӑтартать, вӑл кӗлӗсене чӑвашла ирттерет.
Малашне ытти священник те кӗлӗсене чӑвашла ирттерме пултарӗ – Шупашкар епархинче чӑвашла вӗренес текенсем валли курс уҫӑлнӑ. Унӑн йӗркелӳҫи тата ертӳҫи – Илий атте.
Священниксене чӑваш чӗлхин чи лайӑх учителӗсем вӗрентеҫҫӗ: ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ Александр Степанов тата Шупашкарти 33-мӗш шкул учителӗ Ирина Диарова.

